Çĕнĕ уçăпа - çĕнĕ пурнăçа

Çĕнĕ уçăпа - çĕнĕ пурнăçа

РАÇÇЕЙ саккунĕпе килĕшỹллĕн, тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнисене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса парса пулăшаççĕ.

Çак кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура Екатерина Ивановăна çĕнĕ хваттер уççине пачĕç. Тăлăха тăрса юлнă хĕре хваттерлĕ пулнă ятпа муниципалитет округĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров чун-чĕререн саламларĕ, пурăнмалли вырăн уншăн тăван кил пек ăшă та çывăх пуласса шаннине палăртрĕ.

Екатерина Иванова хăйне çакăн пек пысăк телей кỹнĕшĕн округ администрацине чĕререн тав турĕ.

Н.ИЛЬИНА.



19 июля 2024
09:48
Поделиться