Саранча сарăлас хăрушлăх пур

РОССЕЛЬХОЗЦЕНТРĂН Чăваш Республикинчи филиалĕн специалисчĕсем Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче саранчан пĕр тĕсне _ итали прусне _ тупса палăртнă.
Çак хăрушă хурт-кăпшанкă ял хуçалăх культурисене тапăнса пысăк сиен кỹме пултарать.
Филиал ертỹçи Сергей Павлов округри кашни хире тата кĕтỹ çỹрекен вырăнсене тĕрĕслесе тухмалли пирки асăрхаттарать. Саранчана пур çĕрте те пĕтерме васкавлă мерăсем йышăнмалла. Хурт-кăпшанкă çăмартине пĕтерес тĕллевпе уй-хире тарăн сухаламалла тата çул хĕррисене дискласа тухмалла.