Ачасене кĕтсе илме хатĕр-и?

Ачасене кĕтсе илме хатĕр-и?

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен уйăх ытларах кăна юлчĕ. Кĕçех пирвайхи шăнкăрав янăрĕ те - ачасем Пĕлỹ тĕнчине утса кĕрĕç...

Çамрăк ăрăва пĕлỹ памашкăн тата тĕрлĕ енлĕ аталанмашкăн вĕренỹ учрежденийĕсенче условисем тивĕçтереççĕ-и, кадрсем çителĕклĕ-и? Çак ыйтусен хуравне тупма Шăмăршă муниципалитет округĕнче ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Ăна округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова ертсе пычĕ. Комисси йышĕнче округри вĕрентекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Жилкина, полици ĕçченĕсем тата çак йĕркесен авторĕ пулчĕç.

Июлĕн 23-24-мĕшĕсенче округри 8 шкулпа 4 ача садне тĕрĕслерĕмĕр. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех педагогсем тата вĕренỹ пособийĕсем çитеççĕ. Пур шкулпа ача садĕнче те косметика юсавĕ тунă: вĕренỹ кабинечĕсене, акт тата спорт залĕсене, хушма заняти ирттермелли пỹлĕмсене, коридорсене, санитари узелĕсене çуса тасатнă, кирлĕ çĕре сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, территорие тирпейленĕ, хăтлăх кĕртнĕ. Вĕрентекенсемпе техперсонал тав сăмахне тивĕç!

Уйрăммăн илсен, тата çак ĕç-пуçа туса ирттернĕ. Карапай Шăмăршă тата Палтиел вăтам шкулĕсенче хими, биологи, физика тата пуçламăш классен кабинечĕсенче ăшă шыв памалли пăрăх сыпăнтарнă. Округ центрĕн тĕп шкулĕнче тата ун çывăхĕнчи «Сказка» ача садĕнче пушар хăрушлăхĕ пирки систерекен сигнализацие лартнă (пурĕ _ 2 млн та 270 пин тенкĕлĕх). Анат Чаткас тĕп шкулĕн газ котелне çĕннипе улăштарнă (190 пинлĕх). Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн котельнăйĕн çивиттине çĕнетнĕ. Карапай Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен хушма пĕлỹ паракан занятисем ирттермелли пỹлĕмĕсен условийĕсене лайăхлатнă. Ку енĕпе Республикăмăрăн бюджетĕнчен уйăрнă 750 пин тенкĕ укçа-тенкĕпе усă курнă.

Комисси хăй пăхса тухнă 7 шкулпа 4 ача сачĕ 2024-2025-мĕш вĕренỹ çулне хатĕр тесе пĕтĕмлетрĕ. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн территорийĕнче халĕ хĕрỹ ĕç пырать: кунта асфальт тата брусчатка сараççĕ, спорт площадки тăваççĕ. Çывăх вăхăтра вăл вĕçленмелле.

Çапла, çине тăрсан тем те тума пулать. Çитĕнекен ăрушăн тăрăшни пушшех те кирлĕ. Н.Ендиеров , округ администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ.



26 июля 2024
09:19
Поделиться