Виç çĕр грамм юн

Виç çĕр грамм юн

ОПЕРАЦИ пỹлĕмĕнчен хытă пăлханнă сестра чупса тухрĕ те тỹрех тĕп врач патне васкарĕ.

_ Иван Васильевич, Петровăн пурнăçĕ пысăк хăрушлăхра! Юн кирлĕ, пĕрремĕш группа, отрицательный...

Тĕп врач та ура çине тăчĕ.

_ Донорсен списокне тĕрĕслерĕр-и? _ ыйтрĕ вăл сестраран.

_ Тĕрĕслерĕмĕр. Çакăн пек юн пĕр çамрăк хĕрарăмăн пур.

_ Халех чĕнĕр те, юн пама ỹкĕтлĕр. Çынна çăлмаллах, _ татăклăн каларĕ тĕп врач.

Акă «Васкавлă пулăшу» машини кирлĕ çĕре хăвăрт вĕçтерчĕ. Телее, Семенова килĕнчех иккен. Çирĕм тăваттăри çамрăк хĕрарăм. Сап-сарă çỹçлĕ, кăвак куçлă тата хытканрах ỹт-пỹллĕ вăл. Юн кирлине пĕлсен пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Анчах пĕчĕк ачине никампа та хăварма çук иккен. Вара ывăлне те больницăна пĕрлех илчĕç.

Виç çĕр грамм юн пачĕ Оля. Хăйне ывăннăн туйрĕ пулин те, юнне татах пама кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕ.

_ Çынни кам-ха, хĕрарăм-и, арçын-и? _ ыйтрĕ вăл сестраран.

_ Арçын. Çамрăк-ха, çирĕм пиллĕкре кăна. Аварие çакланнă. Хушамачĕ _ Петров, ячĕ _ Андрей....

_ Андрей? _ тепĕр хут ыйтрĕ Оля. _ Хураскер-и?

_ Тĕм хура çỹçлĕскер. Кỹршĕ районта пурăнать, инженерта ĕçлет тет-и?

Оля хытă хумханса ỹкрĕ. «Çавă, шăпах çавă...» _ çиçĕм пек вĕлтлетрĕ унăн пуçĕнче шухăш. _ Ман телее туртса илнĕскер. Унăн пурнăçне çăлассишĕн патăм пулать-и хамăн юна?

... Андрей Петрова Оля питĕ лайăх палланă. Шăпах вăл пулнă ĕнтĕ Ольăн пĕрремĕш юратăвĕ. Пĕррехинче _ юлташĕн çуралнă кунне уявланă чухне _ Андрей Ольăна хистесех виçĕ черкке эрех ĕçтерчĕ. Ỹсĕрĕлсе кайнă хĕре килне ăсатма тесе тухрĕ те сад пахчине илсе кĕчĕ. Кунта, илемлĕ роза тĕмĕсем хушшинче, Ольăн чысне туртса илчĕ...

Ун хыççăн хĕрпе пачах та тĕл пулма пăрахрĕ Андрей. Хулана тухса кайнă терĕç. Хĕр вара хăй йывăр çын пулнине туйса илчĕ. Хырăм пăрахас темерĕ, килтисем тем пек ятласан та, ỹкĕтлесен те аборт тутарма килĕшмерĕ. Ывăл ача çуратрĕ. Андрей пекех хураскер, хитрескер.

Ачи иккĕ тултарсанах район центрне куçса килчĕ Оля, пĕр кантура ĕçе вырнаçрĕ. Хăй çине пăхакан арçынсем пулмарĕç мар пулин те, Оля никампа та çывăхланма шутламарĕ, каçсерен вара хăйĕн телейсĕр шăпишĕн ỹкĕнсе минтере йĕпетрĕ.

... Шухăш ытамĕнчен хĕрарăма хирургсасси уйăрчĕ. Аманнă çынна çăмăлрах пулни çинчен каларĕ вăл, юн панăшăн чĕререн тав турĕ. Килне «Васкавлă пулăшу» машинипе леçсе ячĕç Ольăпа ывăлне. Çывăрма выртсан та, ыйхă килмерĕ унăн, куççуль тумламĕсем пăчăртанса тухрĕç. Çук, хăй юн панишĕн ỹкĕнмерĕ вăл, телейĕ çуккишĕн хурланса йĕчĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.



26 июля 2024
09:35
Поделиться