Клуб сăн-сăпачĕ çĕнелчĕ
Çуллахи ăшă кунсемпе туллин усă курса Палтиел ялĕн клубĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Малтанах Культура çурчĕн стенисемпе чỹречисене çуса тасатрăмăр. Унтан акт залĕн, канмалли пỹлĕмсен, сцена тата фойе, тамбур урайне сăрларăмăр. "Культура" Наци проекчĕпе тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе 93 кресло туянтăмăр. Вĕсене куракансен залне вырнаçтартăмăр.
Культура мероприятийĕсен çĕнĕ сезонĕ тĕлне учреждени хатĕр.
Т.Долгова, Палтиел ялĕн Культура çурчĕн заведующийĕ.