Рак хуранĕсен тĕнчинче

ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРИ Александр Семенов художник «Çĕрпỹ-Ульяновск» аслă çул хĕрринче хăй çĕкленĕ замокра «Тинĕсри рак хуранĕсем» выставка йĕркелени çинчен эпир хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Кайса курма яланах вăхăт тупаймарăмăр: кулленхи çĕр тĕрлĕ ĕçрен пĕрне те ырана хăварма юрамасть.
Хальхинче вара округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев выставкăна кайма шутланă та, хăйсемпе пĕрле журналиста та чĕнчĕç.
Тупата, кун чухлĕ рак хуранĕ эпĕ хамăн ĕмĕрĕмре урăх ниçта та курман! Замок мар, Хура тинĕс хăй кунта куçса ларнă тейĕн. Рак хуранĕсене, темиçе сĕтел çинче вырăн тупăнманнипе, тĕрлĕ çĕре хурса тухнă. Пурĕ 350 ытла тĕрлĕ рак хуранĕпе коралл кунта.
Замок хуçи _ Александр Анатольевич _ пире çав тери кăмăллă кĕтсе илчĕ. Паян çеç выставкăра кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн ачисем пулса кайни çинчен пĕлтерчĕ.
_ Темшĕн хамăрăн Шăмăршă округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем выставкăна сахаллăн килеççĕ, _ пăшăрханса калаçрĕ Александр Анатольевич. _ Чăваш Республикинче Экологипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕ пырать пулсан, шыври пуянлăхпа паллашни те пăсмĕччĕ.
Александр Семенов рак хуранĕсене хăй ачасен «Артек» сывлăхпа спорт лагерĕнче ĕçленĕ чух пуçтарнă. Çак пуянлăха вăл _ инçе çула пăхмасăр _ тăван ялне илсе килме пултарнă.
_ Çынсем чаплă тум-тир е ытти хаклă япала илсе килеççĕ, маншăн вара рак хуранĕсем чуна çывăх пулчĕç, _ каласа парать Александр Семенов. _ Вĕсене ахаль мар, укçа тỹлесе илсе килтĕм.
_ Пĕлетĕр-и, Хура тинĕсри рак хуранĕсем 5 йыш (тип) çине пайланаççĕ. Вырăсла вĕсене двухстворчатые, брюхоногие, панцирные, лопатоногие тата головоногие теççĕ.
Тинĕс хĕррипе утса пынă чух рак хуранĕсем хĕвел çинче асамат кĕперĕн мĕн пур тĕсĕпе çиçнине куратăн та хăвна юмах тĕнчине лекнĕ пекех туятăн...
Александр Анатольевич _ ăста художник та. Выставкăра унăн нумай картинипе паллашма пулать. Шел, художество шкулне тăвас ĕç нумай çула тăсăлнипе картинăсене çакма лайăх вырăн та çук. Строительство ĕçне хăçан вĕçлесси те паллă мар: Александр Семенов пĕччен çеç тăрăшнипе тепĕр вунă çултан та художество шкулĕ уçăлаймĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин çак ыйтăва шута илесси çинчен пĕлтерчĕ. Александр Семенов пек пултаруллă та малĕмĕтлĕ çынсем Шăмăршă тăрăхне илем кỹреççĕ. Вĕсене пулăшмаллах, сăмахпа шантарнипе кăна талантлă çынсен çутă ĕмĕтне çапса хуçас марччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.