Сумкка çакĕ ял ачи е шкул сукмакĕ мĕн хака ларĕ?

МАНĂН виçĕ мăнук шкула кайма хатĕрленет. Ашшĕпе амăшĕ çак пысăк яваплă ĕçе çу кунĕсенчех пуçăннă: пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн мĕн те пулин туянса пыраççĕ.
_ Шутларăм та, пĕр ачана шкула яма сахалтан та 50 пин тенкĕрен кая мар укçа кирлĕ, _ терĕ кĕçĕн хĕрĕм _ икĕ ача амăшĕ. _ Пĕлтĕрхипе танлаштарсан шкул япалисен хакĕ 30 процент ытла ỹснĕ.
Акă арçын ача тумнех илер: шăлавар _ 1500, пиншак е жилет _ 1800, кĕпе _ 900, галстук _ 400, пиçиххи _ 500, спорт костюмĕ _ 2500, шурă футболка _ 350, туфли _ 3000, кроссовки 3000 тенкĕ тăрать.
Хĕр ача тумĕ те хаклă: жакет е жилет _ 1600, юбка е шăлавар _ 1300, кĕпе _ 2000, блузка _ 900, спорт костюмĕ _ 2300, шурă футболка _ 350, колготки _ 300, туфли _ 3200, кроссовки 3000 тенкĕ вĕт!
Ку _ пĕр штук хакĕ. Арçын ачана _ 3-4 кĕпе, 2-3 футболка, хĕр ачана _ 3-4 блузка, 2-3 футболка, 3-4 колготки кирлĕ. Юбка та иккĕрен кая мар туянмалла.
Малалла каяр-ха: ранец _ 5000-6000, рюкзак 3000-4000 тенкĕ. Канцеляри хатĕрĕсем те йỹнĕ мар: кăвак пастăллă ручка _ 63, нумай тĕслĕ ручка _ 85, ахаль кăранташ _ 20, сăрă кăранташĕ _ 160, фло- мастер е маркер _ 215, сăрă (пĕр упаковки) _ 300, кисточка _ 176, клейлă кăранташ _ 100, тĕслĕ хутпа картон _ 118, хачă _ 144, пăсмалли резина (ластик) _ 12, линейкăпа транспортер _ 133, циркуль _ 155, тетрадь хуплашкийĕ çине хумалли _ 180, пенал _ 440, клеткăллă тетрадь _ 27, линейкăллă тетрадь _ 27, ỹкермелли альбом _ 237, дневник 180 тенкĕ тăрать. Кусемсĕр пуçне контур картти (291 тенкĕ), географи атласĕ (375 тенкĕ) тата ытти те туянмалла.
Юрĕ, шкула ăсатса ятăмăр тейĕпĕр. Ача пĕр-пĕр кружока çỹресшĕн. Самбо кружокне кайсан _ куртка тата шорты, рисованипе художество шкулĕ валли _ кисточка, сăрсем, пастель, мольберт, музыка кружокне çỹресен _ инструментпа нота тетрачĕ, программировани кружокĕ валли ПО тата гаджетсем кирлĕ.
Çак япаласене çу хутах пĕчĕккĕн туянса пыни пире ытлашши çапса хуçмасть: пĕр ĕç укçипе _ тумтир, тепринпе _ атă-пушмак, тата тепринпе хут-кăранташ илетпĕр.
Август уйăхĕнче шкул таварĕсен хакĕ чылай ỹсет, çавăнпа та маларах туянма тăрăшатпăр.
2012-çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче йышăннă Федераци саккунĕн 38-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шкул форми туяннăшăн компенсаци илме пултарать. Кунта СВОра службăра пулнисен тата халĕ унта хутшăнакансен ачисем, нумай ачаллă тата сахал тупăш илекен çемьесен ачисем, ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем, инвалид ашшĕ-амăшĕн ачисем кĕреççĕ.
Секцисем пирки сăмах хускатсан, футбол, баскетбол, вокал, актер ăсталăхĕ тата ытти хăш-пĕр секцие çỹреме нимĕн те туянмалла мар.
Хальхи ỹсĕмри ачасем яланах çĕнĕрен çĕнĕ тум тата атă-пушмак туянтарасшăн, мĕн пуррине упрасшăн тăрăшмаççĕ. Ашшĕпе амăшĕн ачине çемьене укçа çăмăллăн килменни, уншăн нумай тăрăшма тивни çинчен каласа ăнлантармалла. Мĕн пĕчĕкрен вăл е ку япалана упрама, тирпейлĕ пулма хăнăхтармалла.
«Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кашни вĕренекен учителе чечек çыххи парнелени килĕшỹллĕ-ши?» _ çакăн пек ыйтса çырнă çыру килчĕ редакцие. Кун пирки çакна çеç каласшăн: класс ячĕпе пĕр букет парнелени те çителĕклĕ. Çакă, ашшĕ-амăшĕн бюджетне перекетленипе пĕрлех, учитель кăмăлне те çĕклет. Вĕрентекеншĕн чи хакли _ ачасен савăнăçлă кулли, вĕсен куçĕнчи телей шевли, чикĕсĕр пысăк хаваслăх.
Нумай та вăхăт иртмĕ _ шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланĕ. Пĕлỹ кунĕ чăн-чăн уяв пуласси учительсемпе пĕрлех ачасен ашшĕ-амăшĕнчен, чăн малтан вара вĕренекенсенчен хăйсенчен нумай килет.
Ив.САЛАНДАЕВ.