«Зов Победы» Çĕнтерĕве туптать...

«Зов Победы» Çĕнтерĕве туптать...

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан йĕркеленнĕ «Зов Победы» ушкăнăн (Шăмăршă) ĕç-хĕлĕ сарăлса-анлăлансах пырать.

Надежда Константинова, Мария Васильева, Людмила Ермолаева, Галина Веденеева пуçарнипе-йĕркеленипе, тĕслĕх кăтартнипе округ хĕрарăмĕсем (вĕсен пысăк пайĕ _ пенсионерсем) кунсерен центрти Культура çуртĕнче маскировка сетки çыхма пуçтарăнаççĕ. Çак ĕçе чун-чĕре ыйтнипе тăваççĕ вĕсем, хăйсен вăхăтне шеллемеççĕ. Тĕллев пĕрре _ тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен ентешсене пулăшу кỹресси. Камсем-ха вĕсем? Ячĕсене асăнасси _ пирĕн тивĕçĕмĕр. Вĕсем: Ираида Ефимова, Елизавета Яковлева, Лидия Антонова, Алла Кузнецова, Вера Яковлева, Валентина Еремеева, Антонина Актемова, Антонина Кудряшова, Тамара Егорова, Лидия Матвеева, Валентина Исаева, Валентина Ильина, Любовь Давыдова, Людмила Кузьмина, Зоя Головинская, Нина Тихонова, Татьяна Романова, Зинаида Мутова, Галина Такташкина, Роза Матвеева, Анна Вашуркина, Галина Мадюкина, Галина Лукьянова, Ольга Гаврилова, Ирина Глухова, Анастасия Младшева.

Паянхи куна округĕпе 160 сетка çыхса хатĕрленĕ; вĕсене кирлĕ çĕре ăсатнă тата ăсатаççĕ.

«Зов Победы» ушкăн хăйĕн ĕç-пуçне пĕр ятлă чат урлă йĕркелет. Чатри çынсем маскировка сетки çыхмашкăн _ сеть тата çирĕп материал (пусма тăрăхĕ), çавăн пекех гигиена тата ĕç хатĕрĕсем, куллен кирлĕ япаласем тата ыттине туянма укçа-тенкĕ пухаççĕ. Хальхи вăхăтра, сăмахран, дрон тата куллен кирлĕ япаласем туянмашкăн ниме ĕçне хускатнă. Пĕрлехи ĕç _ контракт тата мобилизаци йĕркипе СВОра тăракансемшĕн сисĕмлĕ пулăшу. Гуманитари пулăшăвне вăхăтлă çитерни _ хамăрăн салтаксене çăмăллăх кỹни,вĕсен пурнăçне çăлни, малалла кĕрешме хавхалантарни. Çакăнта мар-и-ха пулас Çĕнтерỹ никĕсĕ!

Палăртма кăмăллă, «Зов Победы» ушкăна Нина Юманова уйрăм предприниматель («Нива» магазин) кирлĕ таварпа тивĕçтерет, укçан та пулăшать. Нина Николаевна пек пархатарлă ĕç тăвакансен йышĕ ỹсессе шанас килет.

Сăмах май, фронта пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хурса, округ çыннисем сахал мар укçа-тенкĕ пухнă, апат-çимĕç, медикаментсем, автомашина, тум- тирпе атă-пушмак тата ыттине çапăçу хирне ăсатнă. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ Çĕнтерĕве çывхартасси пирки пирĕн пĕр иккĕленỹ те çук...

З.Свеклова.



09 августа 2024
10:54
Поделиться