«Арçыннăн тивĕçĕ - чăн-чăн хỹтĕлевçĕ пуласси»

Михаил Кадеев ... Çак ята округ çыннисем «Шăмăршă хыпарĕнче» кăçалхи июлĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă «Медальпе наградăланă» заметкăна вуласа пĕлчĕç ĕнтĕ. Пĕчĕк материалта Асанкасси çамрăкĕн çапăçури паттăрлăхĕпе хăюлăхне «За отвагу» медальпе хаклани çинчен çырнăччĕ. Эпир, хаçатçăсем, хăйне палламасан та, ентешшĕн питĕ савăнтăмăр. Паттăр чăваш _ пирĕн округ чысĕ тата Чăваш Ен мухтавĕ-çке!
Хам вара, СВОра тăракан ентешсем çинчен çырма хатĕрленнĕскер, отпуска килнĕ Михаилпа ăнсăртран паллашрăм. Тỹрех калам, яштак пỹллĕ, хура çỹçлĕ, кăшт мăйăх янă кĕре ỹтлĕ çамрăк мана сăпайлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе килĕшрĕ. Сăмах çăмхине сỹтнĕ май ăш-пиллĕхĕ те çиеле тухрĕ.
«За отвагу» медаль пирки пĕр сăмах та хускатмарĕ хайхи. Кайран пĕлтĕм: Михаила маларах «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» медальпе те наградăланă иккен. Пĕр сăмахпа, кăкăр çапса мухтанаканни мар вăл _ Кадеев.
... Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен М. Кадеев Шупашкарти 18№ профессипе техника училищинче (халĕ _ техникум) экскаваторпа, бульдозерпа, грейдерпа ĕçлемешкĕн алла специальноçсем илнĕ. Оренбург облаçĕнчи мотострелоксен çарĕнче хĕсметре тăнă. Демобилизаци хыççăн М_12 трассăна тунă çĕрте тар тăкнă.
Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе Тăван çĕр-шыв чиккисене хỹтĕлеме тухса кайнă. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи ытти çамрăкпа пĕрле Запорожье тăрăхĕнче Днепр çыранĕн хуралĕнче тăрать.
_ Асанкассинчен пирĕн ротăра пиллĕкĕн, вĕсен хушшинче манпа пĕр класра вĕренни те пур. Ют çĕрте йывăрлăха пĕрле парăнтаратпăр. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр, тăван чĕлхепе калаçатпăр, пурри-çуккине çурмалла пайлатпăр... Килтисемпе сайра та кĕске вăхăт хушши çеç телефонпа çыхăнатпăр _ сыхлăх, асăрханулăх кирлех. Атте-анне тата виçĕ аппапа йăмăк хăйсен çемйипе хавхалантарсах тăраççĕ. Йывăр лару-тăрура вара чи малтан çывăх çынсен сăнĕсем куç умне тухаççĕ.Çакă мана вăй-хăват, шанăçпа ĕненỹ кỹрет, _ пĕлтерчĕ Михаил Геннадьевич. _ Паллах, аттепе анне мана куç пек кĕтеççĕ. Хальхинче те: «Ыльăм!» _ тесе ыталаса илчĕç, куççуль те тухрĕ вĕсен. Туятăп: эпир çĕнтеретпĕрех. Ун чухне вара юратнă çыннăмсен куçĕнчен савăнăç куççулĕ çеç тухĕ... Хăвăртрах таврăнса ĕçе кỹлĕнесчĕ.
Тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн хăйне шеллемесĕр кĕрешекен САЛТАКПА ăшшăн калаçса уйрăлтăмăр. Чăн-чăн патриота Запорожьери юлташĕсем патне таврăнма _ телейлĕ çул, умри тĕллевсене пурнăçлама _ çирĕп сывлăх, сыхлăх, ăнăçу сунтăм. Паллах, унпа юлташĕсене _ хаклă ентешĕмĕрсене _ Çĕнтерỹпе кĕтни пирки çине-çинех каларăм. Вăрçă пĕтсен çĕнтерỹçĕ салтаксем пирки чаплă очерк, сăвă-поэма çырма ĕмĕтленни çинчен те пытармарăм. Çырасчĕ-ха, вăрçи çеç хăвăртрах пĕттĕрччĕ...
Зинаида Воробьева.