«Маншăн чи хакли - хура çĕр»

ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялне каймассерен кунти «Победа» ООО управляющийĕпе Артем Саблинпа тĕл пулма тăрăшатăп. Уçă кăмăллăскер, сăмах шыраса нихăçан та «кивçене» кайманскер, пĕр вырăнта шăп тăма пĕлменскер, ял хуçалăхĕ çинчен каласа пама тытăнсан итлесе тăранаймастăн. Çулпа çамрăк вĕт-ха вăл, кур: ăсĕпе ĕмĕрне çĕр çинче ĕçлесе ирттерекен ватă агроном тейĕн!
Артем Виçпỹрт Шăмăршă ялне 2018-çулта Ульяновск хулинчен килнĕ.
_ Ĕмĕтĕм пĕрреччĕ: çак çĕр çинче соя çитĕнтересси. Эпĕ ку культура çинчен нумай вуланă, Ульяновскри сăнав хуçалăхĕнче ĕçлекен юлташ мана сойăна юратма вĕрентрĕ, _ каласа парать Артем Саблин. _ Соя çĕр пулăхне лайăхлатать, тислĕк тăкнă пек çеп-çемçе тăвать. Хакĕ те пысăк: туллăн пĕр килограмĕ 8-9 тенкĕ тăрать пулсан, сойăна хапăл тусах 35-40 тенкĕпе илеççĕ.
Фермер 6 миллион тенкĕ парса соя типĕтмелли сушилка вырнаçтарнă. Кашни çулах мĕнле те пулин çĕнĕ техника туянса пынă. Халĕ кунта тракторсем те, комбайнсем те вĕр-çĕнĕ. Тырă склачĕсемпе çивиттиллĕ йĕтем хамăр округра çеç мар, республикăра та _ чи лайăххи. Ку _ ман шухăш çеç мар, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та çак хуçалăха килсен мухтаса хăварнăччĕ.
Эпĕ «АКРОС-550» комбайнпа ĕçлекен Владимир Ширтановпа калаçрăм. Вăл кунти мар _ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Пухтиелĕнчен. Авланнă, 4 ача ашшĕ. Кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче хĕрĕх икĕ çул тултарса хĕрĕх виççе ура ярса пуснă.
_ Артем Игоревич чĕнчĕ те, пĕр пăркаланмасăрах килĕшрĕм, _ терĕ Владимир. _ Комбайн çĕнĕ, ятарлă курсра вĕренсе кăткăс техникăна алла илтĕм. Компьютера хăнăхма йывăр пулмарĕ, чи кирли _ ỹркенмелле мар тата яланах тирпейлĕ пулмалла.
Ĕç укçи-и? Заводри рабочиннипе танлаштарсан, пысăкрах та. Пĕтĕмпех хăвăнтан килет: тăрăшса ĕçлетĕн _ укçа та нумайрах тỹлеççĕ.
Вырма вăхăтĕнче хуçалăхри ĕç кунĕ ирпе 5 сехетрех пуçланать те, 19 сехетченех тăсăлать. Управляющи вара тепĕр чух çур çĕр çитичченех çывăрма выртаймасть.
_ Çамрăк вĕт, аптăрамастăп-ха! _ йăл кулать Артем. _ Талăкра икĕ-виçĕ сехет çеç çывăрсан та хама лайăх туятăп. Маншăн чи хакли халĕ _ хура çĕр. Хире тухатăп та, чун юрланăн туйăнать.
«Победа» ООО çĕнĕ техникăпа кăна мар, çĕнĕ сортсемпе те пурне те тĕлĕнтерет. «Чера 1», «Самер 1», «Память Фадеева» сортлă соя, «Тан», «Саатбау», «Вильвет» сортлă пăрçа, сăра тума юрăхлă «Диспина» сортлă урпа, «Еланчик», «Новоершовская» сортлă кĕрхи тулă, «Pioner p63LE10» сортлă хĕвел çаврăнăш çитĕнтереççĕ.
Акăнакан çĕр лаптăкĕ 1400 гектар ытларах çеç пулин те, хуçалăхра кашни культура тупăш патăр тесе тăрăшаççĕ. Кунта çĕр ĕç культури çỹллĕ шайра, минерал удобренийĕпе тата гербицидпа наука вĕрентĕвне çирĕп пăхăнса усă кураççĕ.
Эпĕ хуçалăхра пулнă чух хуçалăха «John Crarves 7,5» жаткăпа (ятарласа соя тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме туса кăларнăскер) «TICARBO ADS7» дискатор тиесе килчĕç. Артем Игоревич çĕнĕ техникăна тĕплĕн тĕрĕслесе йышăнса юлчĕ. Çапла, агрономăн инженер та, механизатор та пулма тивет.
ÇУМĂР çусах тăнипе уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраймаççĕ. Лайăх çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ кунта. Управляющи кĕрхи тулă гектартан 42-шер центнер тухăç пани çинчен савăнсах пĕлтерчĕ.
_ Турă Мĕкĕте мар, пирĕн нушана ăнланатех, _ чунĕнче йывăр пулсан та, шỹтлесе илчĕ Артем. _ Августра пулмарĕ пулсан, сентябрьти хĕвеллĕ кунсенче уй-хир ĕçĕсене вĕçлетпĕрех!
Çакăн пек ăшшăн калаçса уйрăлтăмăр эпир фермерпа. Нумай сăмахлама вăхăт çук: Артем Игоревич хире _ комбайнсем патне çул тытрĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.