Яланах пулсанччĕ такăр...
ЭХ, мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши эпир хамăрăн округра хăçан та пулин такăр çул пуласси пирки! Шăтăкпутăк асфальт халăха нумай тарăхтарнă, автомашинăсен ĕмĕрне чылай кĕскетнĕ. Çул çинче авари пулас хăрушлăх та пысăк пулнă.
Тинех ĕç тапранчĕ темелле: Палтиелĕнчи Советская урама асфальт сарассине вĕçленĕ. Çак ĕçе В.Самаев уйрăм предприниматель пурнăçланă.
Анат Чаткасри Чапаев урамĕнче те 885 метр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсаççĕ. В.Самаев уйрăм предприниматель муниципалитет пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă _ Анат Чаткас _ Хĕрлĕ Васан» çула та йĕркене кĕртет. Контрактпа 1,66 километр çула юсама палăртнă.
Е.ЖОЛОБОВА.