Культура учрежденийĕсенче - «Уçă алăксен кунĕ»
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи культурăпа кану учрежденийĕсенче çĕнĕ творчество сезонĕ уçăлас умĕн «Уçă алăксен кунне» ирттереççĕ. Округра пурăнакансем пултарулăх коллективĕсемпе тата вĕсен ертỹçисемпе куçа-куçăн тĕл пулма, концертсене хутшăнма пултараççĕ. Учрежденисене ирĕккĕнех кĕртеççĕ.
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче 16 сехетре _ Асанкасси ял клубĕнче «Савăнăç урамĕ» вăйă программипе, Патирек ял клубĕнче 15 сехетре _ «Калаçакан япаласем» музей урокĕпе, Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ историпе краеведени музейĕнче 14 сехетре _ «Чăваш çурчĕн вăрттăнлăхĕсем» квест-вăйăпа, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче 19 сехет те 30 минутра _ «Ялти улах» уявпа, Васанти Культура çуртĕнче 19 сехетре _ «Пултарулăх тĕнчи» вăйă-çул çỹревпе, Хайпăлари клубра 14 сехетре _ «Пĕрле утма та хаваслă» вăйă программипе, Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче 14 сехетре _ «Туссем хушшинче» конкурс-вăйăпа, Виçпỹрт Шăмăршăри клубра 19 сехетре _ «Пурăннă тет...» çул çỹрев вăйăпа, Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче 19 сехетре _ «Уяв пурăнакан çурт» концерт программипе, Чукалти Культура çуртĕнче «Чун-чĕререн» конкурслă вăйă программипе паллашма май пур.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче кăнтăрла 10 сехетре Шăмăршăри Культура керменĕнче «Ỹсĕм территорийĕ» ятпа ялти культура ĕçченĕсем валли театр творчествин лабораторийĕ ĕçлĕ.
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетре кунта «Искусство алăкне уçса» ятпа квест-вăйă иртĕ. Куракансене пултарулăх коллективĕсен выставка-презентацийĕ кĕтет, «Фитнес _ кашнин валли» мастер-класс йĕркелеççĕ.
В.КУЗЬМИНА