Çĕнĕ котельнăй ăшăпа савăнтарĕ

ШĂМĂРШĂ район больницин территорийĕнче çу каçах хĕрỹ ĕç пырать. Кунта хальхи ыйтусене тивĕçтерекен котельнăй тăваççĕ. Заказчикĕ _ Чăваш Республикин Строительство министерствин «Чăвашгаз» ГУПĕ. Котельная подрядлă тата субподрядлă организацисем çĕклеççĕ.

Унчченхи котельнăй _ 50 çул ытла каярах тунăскер _ перекетлĕ ĕçлемен, газа ытларах çунтарса ăшшине сахал панă. Çĕнĕ объект _ больницăсăр пуçне _ Шăмăршă вăтам шкулĕпе «Сказка» ача садне те ăшăтĕ.

Патшалăх контракчĕпе килĕшỹллĕн, строительство ĕçĕсем кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен вĕçленмелле.

Е.ЖОЛОБОВА.



27 сентября 2024
14:10
Поделиться