Вăрман уçланкинче, туссем хушшинче...
ВĔÇĔ-ХĔРРИСĔР Тăван çĕр-шывăмăрăн ытти кĕтесĕнче иртнĕ пекех, Шăмăршă муниципалитет округĕнче те сентябрĕн 21-мĕшĕ «Наци кросĕ-2024» спорт уявĕпе асра юлĕ. Çак кун округ центрĕпе ял территори уйрăмĕсенче 2 пин ытла çын сывлăх сукмакĕ çине тăчĕ.
Чи нумай çын, паллах, Шăмăршă çывăхĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнчи уçланкăна пуçтарăнчĕ. Çемьепех килнисем те пурччĕ. «Наци кросĕ- 2024» уява йĕркеленсе тăнă спорт тусĕсене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова ăшшăн саламларĕ, пурне те ăнăçлă старт тата телейлĕ финиш сунчĕ.
Чăн малтан старта предприятисемпе органи- зацисен, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем тăчĕç, пысăк хавхаланупа, пĕр-пĕринпе ăмăртса, кĕрхи вăрман илемĕпе киленсе чупрĕç.
Аслисем хыççăн шкул ачисем старт илчĕç. Пурте тенĕ пекех _ эрне каялла çеç «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисемшĕн тата Г.Н.Ларшников-Пэхет журналиста асăнса иртнĕ спорт фестивалĕн чи маттур участникĕсем. Эппин, тăван округ хаçачĕ панă вăй-хăват паянхи ăмăртура та çитĕнỹ тума пулăшрĕ теме пулать.
Наци кросĕ ытти ял территори уйрăмĕсенче те йĕркеллĕ иртнĕ. Шел те, кăçал старта иртнĕçулхинчен сахалрах çын тăни çеç шухăшлаттарать. Пахчари ĕç чăрмантарчĕ-ши е кроса йĕркелесе ирттерекенсем халăха йыхравлама ỹркеннĕ?
Н.ИЛЬИНА.