Куснарта та Сĕвере пултăмăр экскурсире...
Округри культура ĕçченĕсем «Централизациленĕ клубсен системи» АУ директорĕ Александр Сатеев ертсе пынипе çак кунсенче экскурсире пулчĕç. Унтан ăс-хакăл çỹпçине пĕлỹпе тултарса тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Хусан тата Сăр хутлăхĕн хỹтĕлев чиккисем тунă çĕрте паттăрлăх кăтартнă çынсене асăнса лартнă «Чĕмсĕр чикĕ тăвакансене» мемориал комплексĕ. Ун патĕнче, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вышкайсăр тỹпе хывнă Чăваш Республикин çыннисене Шăмăршă муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсем пуç тайрĕç.
Тỹпенелле кармашакан, хĕвел çутинче мăнаçлăн ялкăшакан 38 стелла Чăваш Енĕн 10 хỹтĕлев чиккине евĕрлет. Хỹтĕлев чиккисене пĕве кĕнĕ-кĕмен ачасемпе хĕрарăмсем, ватă арçынсем шартлама сивĕре алă вĕççĕн _ кĕреçепе, лумпа, кирккапа _ чавса тунă. Çуркаланнă, шăтăк-путăклă Çĕр чăмăрĕн символĕ хаяр вăрçă суранланине пĕлтерет. Аслă Аттелĕх вăрçинчи тылри паттăрлăха сăнлакан Раççейри пирвайхи мемориал, кунта чĕртнĕ ĕмĕр сỹнми çулăм _ ас тăвăм палли. Ентешĕмĕрсен нимпе танлаштарайми паттăрлăхĕ, иксĕлми патриотизмĕ _ нихçан манăçми...
Тутарстанăн «Çавра тăвĕ» çинчи Свияжск хули. Ăна Хаяр Йăван патша 1550-çулта юратса пăрахнă. Çут çанталăкăн ытарайми ландшафтĕнче çĕкленнĕ йышлă чиркỹ-мăнастире курни яланлăха асра юлĕ. Илĕртỹллĕ тавралăх экскурсие килнисен чĕрисенче чи çепĕç те ырă туйăмсем хăварĕ.
Т.Долгова, Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ.