Тури Чаткас хула пек илемленчĕ

ТУРИ ЧАТКАС ялне пырса кĕмелли çул пуçне, çавăн пекех Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков ячĕллĕ тата Çĕнтерỹ урамĕсене асфальт-бетон сарнă. Çак пысăк ĕçе «Хăрушлăхсăр паха çулсем» Наци проекчĕ пулăшнипе пурнăçланă. Юсанă сыпăк 1,4 çухрăма тăсăлать. Халĕ Тури Чаткас ялĕ хула пек илемленчĕ: такăр çулпа çуран та, автомашинăпа çỹреме те питĕ лайăх.
_ Çак çул пирки ял-йыш чылайранпа пăшăрханатчĕ. Шăтăк-путăклă урамра транспорт ванатчĕ, кустăрма шăтнă тĕслĕх те темиçе пулнă. Çула 2024-çулта юсамалли объектсен шутне кĕртме май килчĕ. Туричаткассем çул сыпăкне çĕнетнĕшĕн чунтан савăнаççĕ, ыйтăва татса панăшăн муниципалитет округĕн ертỹçисене тав тăваççĕ, _ тет Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ Лариса Петрова.
Сăмах май, «Хăрушлăхсăр паха çулсем» Наци проекчĕ пулăшнипе республикăра 41 объекта нормативпа килĕштермелле. Çак тĕллеве пурнăçлама 3,8 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Н.ИЛЬИНА.