Александр ЕГОРОВ фермер: «Çĕнĕ трактор - чун савăнăçĕ»

Александр ЕГОРОВ фермер: «Çĕнĕ трактор - чун савăнăçĕ»

ШĂМĂРШĂРИ Александр Егоров фермерăн машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать. Кăçал кăна акă икĕ «Беларус-82,1» трактор туянчĕ. «Хурçă утсем» уй-хирте хăйсен шанчăклăхне çирĕплетсе пачĕç ĕнтĕ.

_ Александр Петрович, тата мĕнле техника пирки ĕмĕтленетĕр? _ ыйтрăм эпĕ хĕвел пек çиçекен фермертан. Савăнма сăлтавĕ те пур унăн: тĕшĕлĕх акнă 50 гектар куккуруссăр пуçне, ытти ял хуçалăх культурине лайăх çанталăкра йăлтах тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли 800 тонна сенаж, 2 пин тонна ытла силос хатĕрленĕ. Утă саппасĕ те хĕл каçма çителĕклĕ.

_ Ĕмĕтсĕр пурăнма çук, _ йăл! кулать Александр Егоров. _ Çак кунсенче «Кировец-К-743 М» трактор «хăваласа» килетĕп.Пысăк хăватлă техника хăйĕн хакне кăларатех тесе шутлатăп. Çĕнĕ трактор _ чун савăнăçĕ!

Александр Егоров çеç мар, округри ытти фермерсем те техника паркне çĕнетме тăрăшаççĕ. Кăçал Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Иванова хăйĕн укçипе «ZOOMLION.RN904» трактор туяннă. Шăмăршăри Андрей Миронов иртнĕ çул «Агростартап» программине хутшăнса «Белорус-82,1» трактор хуçи пулса тăнă.

Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин «Россельхозбанк» ОАО кредичĕпе выльăх апачĕ хатĕрлекен «К-Г-6-К40» комбайн илнĕ.

Темиçе уйăх каялла Олег Анатольевич мана çĕнĕ погрузчик туянни çинчен савăнсах каласа панăччĕ.

Пуянкассисем те кăçал татах пуянланчĕç: кунти «Колос» Агрофирма» ООО пысăк хăватлă икĕ «Кировец-К743» трактор туянма вăй çитерчĕ.

Çак тĕслĕхсем Шăмăршă муниципалитет округĕнче ял хуçалăхĕ «ура çине» çирĕп тăнине, фермерсем аталансах пынине кăтартса параççĕ.

_ Техника _ çителĕклĕ, пурте _ çĕнĕ, _ тет «Колос» Агрофирма» ООО ертỹçи Олег Кузнецов. _ Механизатор кадрĕсем çеç çитмеççĕ. Ваттисем тивĕçлĕ канăва кайсан кам ларĕ тракторпа комбайн çине?

Çак ыйту Кузнецова çеç мар, округри кашни фермерах пăшăрхантарать. Механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çитменни пур çĕрте те палăрать. Округ администрацийĕн кадрсем хатĕрлессине кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту тесе шутламалла, çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе васкавлă мера йышăнмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.



11 октября 2024
09:23
Поделиться