Кам пулнă вăл Адай Шамаршинский тата ун ячĕ пирĕн Шăмăршăпа çыхăннă-и?

МАРИЙ ЭЛ Республикин Энциклопедийĕпе паллашнă май, ăнсăртран тенĕ пек, «Адай Шамаршинский» ят куç тĕлне пулчĕ. Çакă мана - Шăмăршă тăрăхĕн историйĕпе çав тери интересленекен çынна - Адай çинчен тĕплĕнрех пĕлме хистерĕ.
Чăнах та, Энциклопедире ун пирки темиçе йĕрке çеç çырнă. «Адай Шамаршинский _ марисен сотеннăй княçĕ, XVI-ĕмĕрти историшĕн паллă çар пуçĕ», _ тенĕ унта.
Адай Шамаршинский мариецсене Хусан ханствин пусмăрĕнчен хăтарма пулăшнине палăртнă. Адай Шамаршинский тата Качак княçсем 1552-çулхи çуркунне вăрттăн вырăнта Крым ханĕпе Давлет Гирейпа тĕл пулнă, пĕрлехи вăйпа Хусан çине походпа кайма килĕшсе татăлнă. Кун пирки Раççей патшалăхĕн Крымри посолĕ Афанасий Нагой çапла çырнă (текста вырăслах илсе кăтартатăп _ авт.): «А писал деи ко царю Адай Шамаршинский да Кочак Мамигбердеев сын и вся луговая черемиса, чтоб деи царь прислал к ним царевича с воискими людьми. И как к ним царевич с воинскими людьми придет, и они деи хотят от царя и великого князя отступити. И хотят деин приступати к Казани к острогу, а по селам деи по всем, московские люди служивые будут наши. А в собранье деи у нас луговые черемисы шестьдесят тысяч».
Чăвашла куçарсан, посол çырăвне çапла ăнланмалла: Адай Шамаршинскипе Кочак Мамигбердеев княçсем Хаяр Иван (Иван Грозный) патшаран хăйсене пулăшма çар çыннисене яма ыйтнă, çак çар çумне утмăл пин çын хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Адай Шамаршинский сотеннăй княç вырăс воинĕсемпе пĕрле Хусана туртса илнĕ чух паттăрлăх кăтартнă. Çакăншăн ăна Хаяр Иван патша Пысăк тата Кĕçĕн Кокшага çырмисем хĕрринчи çĕре парнеленĕ.
«Ку кăна çителĕксĕррине туйса, _ çырать мари тĕпчевçи В.А.Мочаев, _ патша Адай Шамаршинские Хырла юхан шывĕ хĕрринчи çĕре те пама шантарать».
Историк Адай княç Кокшайск уесне кĕрекен Чемурша (марилле _ Шамарша) вулăсĕнче çуралса ỹснине те асăнать. Шамарша вулăсĕ Кокшага çырми çумĕнче вырнаçнине палăртать.
«Вулăс ячĕ ăçтан тухса кайнине тĕп-тĕрĕс калама çук, _ малалла çырать В.А.Мочаев историк. _ Финноугор чĕлхинче «шам» _ хура, «ур» _ çỹллĕ вырăн, «ши» _ шыв, çырма пĕлтерĕшпе çỹреççĕ. «Шамурша» _ хура (чăрăш) вăрман хупăрласа илнĕ çỹллĕ вырăн теме пулать.
А.Н.Куклин профессор та çак шухăш патне пырса тухать: Кокшайск уесне кĕнĕ Шамарша вулăсĕнчи темиçе хресчен çĕнĕ çĕре куçса кайнине, Хырла çырми хĕрринче ял йĕркеленине асăнать.
А.Н.Куклин Шамарша вулăсĕнче мариецсемпе юнашар чăвашсем те пурăннине палăртать. Апла пулсан, Хырла хĕрринчи Шăмăршă ялне унччен шутланă пек, мариецсем мар, чăвашсемех, йĕркелесе яни те çирĕпленет.
Чăваш ученăйĕ В.Д.Димитриев та Шăмăршă ялĕ 1660-çулсенче пуçланса кайнине архив докуменчĕпе никĕслет (текста вырăсла илсе кăтартатăп _ авт.):
«1661 год. Жители «польских» (т.е. степных) деревень Чемуршинской волости Кокшайского уезда пятидесятник Бабачко Кулохматов и десятники и вся рядовая черемиса подали челобитную кокшайскому воеводе М.В.Шокурову о том, что «поселился де у них на их ясачной пашенной земле мещеряки своим насильством, а сказываютца Синбирского уезду: и грани де у них на той их пашенной земли согнать».
Чăвашла: Кокшайск уесĕнчи Шамарша вулăсĕнчен куçса килнисен ку тăрăхра маларах тĕпленнĕ мишерсемпе (мещеряки) çĕр пирки тавлашу тухать, тĕрĕслĕх шыраса вĕсем М.В.Шокуров воеводăран пулăшу ыйтаççĕ.
Воевода хушнипе Шăмăрша В.Васильев подъячипе Л.Сырохватов тăлмач килсе çĕр чиккисене палăртса хăварнă.
Хальхи вăхăтра Кокшайск уесĕ Марий Эл Республикинчи Звенигово районне кĕрет. «Шамарша» ятлă ял та çук кунта: ун ятне Юмашбеляк (вырăсла _ Иванбеляк) тесе улăштарнă.
Статья пуçламăшĕнче асăннă Адай Шамаршинский княç мари халăхĕн наци паттăрĕ шутланать, ăна шкул учебникне те кĕртнĕ.
Пулса курнă-ши Адай Шамаршинский княç хăйне Хаяр Иван патша парнеленĕ тăрăхра? Кун пирки историре нимĕн те каламан. Ман шутпа, пулсан-пулмасан та, пирĕн Адай Шамаршинский княç çинчен пĕлмеллех. Историре пĕчĕк факт та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тен, хăçан та пулин Шăмăршăра Адай Шамаршинский княç ячĕпе палăк лартма та вăй çитерĕпĕр?
Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн, Тутарстан Республикин тата Марий Эл Республикин патшалăх истори архивĕсенче упранакан документсемпе усă курнă).