Юрату ватлăхра та илемлĕ

ИККĔШĔ ТЕ - Шăмăршăра паллă çын. Халăх хисепне вĕсем тỹрĕ кăмăлпа ĕçленипе, ял-йышра чыслă та сăпайлă пулнипе тивĕçнĕ.
62 çул килĕштерсе те юратса пурăнаççĕ, Турă панă кашни кунпа савăнаççĕ.
Сăмахăмăр _ Шăмăршăри Алексей Дмитриевичпа Валентина Афанасьевна Ураховсем çинчен. Çак кунсенче Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова тата ЗАГС пайĕн заведующийĕ Татьяна Матвеева телейлĕ мăшăра ятарласах саламлама килнĕ. Сăлтавĕ пысăк: вĕсем ĕмĕрлĕхех пĕрлешнĕренпе 62 çул çитнĕ.
Чăнах та, юбилей мар, анчах çакă 60 çул ытла пĕр- пĕрне юратса пурăннин пĕлтерĕшне пĕрре те чакармасть. Округри нумай-нумай çемьен _ уйрăмах çамрăксен _ Ураховсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Алексейпе Валентина Çĕрпỹри çĕвĕ ĕçĕн техникумĕнче вĕреннĕ чух паллашнă.
_ Пĕрре курсах çак чипер хĕре юратса пăрахрăм, _ йăл! кулса каласа парать паян Алексей Дмитриевич. _ Диплом илнĕ хыççăн Шăмăрша килтĕмĕр. Валя вырăнти шкулта пионервожатăйра ĕçлеме пуçларĕ. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти педагогика училищине вĕренсе пĕтерчĕ. Эпĕ 40 çула яхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра çĕвĕçре тăрăшрăм.
Валентина Афанасьевна чунне парса ĕçленипех шкулти пионер дружини районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă. Шкулта çарпа патриотизм тата интернационализм воспитанийĕн ĕçне анлă сарса янă. Интернационалла туслăх клубĕпе (КИД) «Паттăрлăх» клуб 40 çул хушшинче çĕр-шывĕпех палăрма пултарнă.
Валентина Афанасьевна _ Пĕтĕм Союзри аслă пионервожатăйсен слечĕн делегачĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн ăна «РСФСР çут ĕçĕн отличникĕ» тата «СССР çут ĕçĕн отличникĕ» паллăсемпе, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă. ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине те тивĕçлĕ пулнă. 2001- çулта В.А.Ураховăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят панă.
Алексей Дмитриевичăн та Хисеп грамотипе Тав çырăвĕ нумай. Район çыннисем ăна ылтăн алăллă пулнишĕн юратнă, унăн заказчикĕсем яланах нумай пулнă. Урахов çĕленĕ кĕрĕке халĕ те мухтаса тăхăнаççĕ.
Çулĕ нумай пулин те, Алексей Дмитриевич паян та çĕвĕ машини умне ларать, кил-çуртра кирлĕ япаласене пысăк ăсталăхпа çĕлет.
Валентина Афанасьевна вара чечек ỹстерме юратать, пахча çимĕç çитĕнтерет.
Тивĕçлĕ канури ватăсене икĕ ывăлĕ, икĕ мăнукĕ тата мăнукĕн пĕр ачи савăнăç кỹреççĕ. Ураховсен çуртĕнче хăнасем пулсах тăраççĕ, кил хуçипе мăшăрĕ вĕсене ăшшăн кĕтсе илсе кăмăллăн ăсатса яраççĕ.
Нумай çул пĕрле пурăнса çемье ăшшине упраса хăварнăшăн, юратăва çирĕплетсех пынăшăн, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Ураховсене Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ Тав çырăвĕпе чысланă.
Т.МАТВЕЕВА.