Илемленчĕ Партизан урамĕ

ТĂВАН ялăма - Кивĕ Чукала - каймассерен мĕнле те пулин ырă улшăну асăрхатăп. Ял халăхĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп.
Хальхинче Партизан урамне çитсе куртăм та, чун савăнчĕ. «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» Наци проектне пурнăçласа, кунта 340 метр çула тĕпрен юсанă тата асфальт сарса якатнă. Хула урамĕнчен пĕрре те кая мар!
Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев каланă тăрăх, кăçал Ленин тата Совет урамĕсенчи çула та юсама палăртнă. Пурĕ 1444566 тенкĕлĕх ĕç тумалла, çула кăçалхи ноябрь уйăхĕнче юсаса пĕтермелле.
Тăван ялшăн тăрăшакан çынсене ĕçре ăнăçу çеç сунас килет.
Кивĕ Чукал ялĕ пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те ырă тĕслĕх кăтартать. Çак кунсенче кунта Комсомол урамĕнчи çăл куçа тасатса тирпей-илем кĕртнĕ. Республикăпа округ бюджетĕнчен уйăрнă тата халăхран пуçтарнă укçапа усă курнă.
Е.ЖОЛОБОВА.