Кадр - кăтăр-кăтăр пĕремĕк мар, ăна нумай çул хатĕрлемелле

ÇАК темăна çĕклеме кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчен килнĕ хыпар хистерĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă иккен. Çак йышăнăва пирĕн округри Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан Александр Семенов та пынă. Александр Анатольевич Патăрьелĕнче йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕрентекен студи уçма сĕннĕ.
Кунта Александр Семеновпа паллаштарма кирлĕ те мар пулĕ: Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ çумĕнче хăйĕн вăйĕпе тата ылтăн аллипе чаплă замок çĕкленĕ, çак çуртра пултаруллă ача-пăчана искусство тĕнчине юратма вĕрентес ĕмĕтпе çунатланнă çамрăк çынна пурте пĕлетпĕр. Раççей шайĕпех чи лайăх вĕрентекен, художник тата скульптор хальхи вăхăтра ĕçсĕр ларать: ялта шкул хупăннă, округ центрĕнче унăн ыйтăвне тивĕçтерекен ĕç çук. Яла пăрахса хулана кайма вара чĕри хушмасть: хăйĕн пĕтĕм пурнăçне, юлашки укçи-тенкине пĕр шеллемесĕр искусствăна халалланăскер, ăçтан уйрăлĕ-ха ем-ешĕл çеремлĕ, шăпчăк юрриллĕ, шăнкăр-шăнкăр çырмаллă çуралнă тăрăхран?
Рудольф Васильевич хăнана ăшшăн йышăннă, унăн сĕнĕвне хапăл тусах ырланă. Мал ĕмĕтлĕ, хаклă кадрсене чунтан хисеплекен мĕнле пуçлăх «Ылтăн чăмăрккине» (Александр Семенов пирки «Ылтăн чăмăркки» тесе СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев каланăччĕ _ авт.) сирсе ярĕ-ха?
Лайăх кадрсене пĕр çултах хатĕрлеймĕн, Семенов пек халăхран тухнă талантсем вара _ чăн-чăн «ылтăн чăмăрккисем»! Рудольф Селиванов çывăх вăхăтрах Александр Анатольевичăн ыйтăвне татса пама шантарнă çеç мар, ăна Патăрьелне ĕçлеме килмешкĕн те чĕннĕ.
Халĕ хамăрăн Шăмăршă округне таврăнар-ха. Администраци сайтĕнче 11 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Шăмăршăри тĕп больницăра 3 врач çитмест. Округри культура учрежденийĕсем баянист тупаймасăр нушаланаççĕ. Полици уйрăмĕ паян тесен паян 7 сотрудника ĕçе йышăнма хатĕр...
Çак цифрăсене малалла та асăнма пулать. Округра кадрсен дефицичĕ питĕ çивĕчленсе çитнĕ: пĕр-пĕр организацие е учреждение ертсе пыма пуçлăх тупаймасăр хăшкăлни _ вăрттăнлăх мар.
Çыннисем пур-ха, анчах вĕсене асăрхамастпăр, ĕçлес кăмăллисене çỹлелле туртăнма пулăшмастпăр. Ятарласа вĕренсе вăл е ку специальноçа илнĕ çынсем, хăйсене никам та ĕç сĕнменнипе, хулана тухса каяççĕ. Александр Семенов пек, урăх округра ĕç шыракансем те пур.
Кадрсен ыйтăвĕпе тĕллевлĕ ĕçлеменнипех, округра ветеринарсем, механизаторсем, строительсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çитмеççĕ. Паянхи кунпа çеç пурăнни, ыранхи пирки пачах та шутламанни хака ларать. Нумай çул ĕçлекен пысăк опытлă кадрсем тивĕçлĕ канăва кайсан, вĕсен вырăнне кама шанăпăр?
Пултаруллă çамрăксене вĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех асăрхамалла. Пурнăç çулĕ çине тухма, округра питех те кирлĕ специальноçа суйласа илме ăс памалла. Аслă шкултан вĕренсе тухнисене малтанласа пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелле, çемьеллĕ пулсан çурт-йĕр çавăрма пулăшмалла. Паллах, тăрăшуллă çамрăксене ĕçшĕн лайăх тỹлемелле. Вара никам та ашшĕ-амăшне, тăван яла пăрахса хулана тухса каймĕччĕ.
«Ăçта çуралнă _ çавăнтах кирлĕ пулнă», _ тенĕ ваттисем. Тем пек: «Кирлĕ пулман çав...» _ тесе калас килмест те,статья пуçламăшĕнче асăннă Александр Семенов художник тĕслĕхĕ çапла шухăшлама хистет.
Кадр _ кăтăр-кăтăр пĕремĕк мар, ăна тỹрех «кăмакана лартса» хатĕрлеймĕн. Ăста кадрсем «çỹлтен» татăлса анасса кĕтсе пурăнас йăларан хăтăлма вăхăт. Пурнăç çапла ыйтать.
Ив.САЛАНДАЕВ.