Пĕрлехи тĕллевпе, пĕр пурнăç йĕркипе...

Пĕрлехи тĕллевпе, пĕр пурнăç йĕркипе...

ЧР Шалти ĕçсен министерствин Шăмăршăри уйрăмĕн ветеранĕсем вырăнти полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Халерех акă ертỹлĕх чĕннипе, çак йĕркесен авторĕ _ Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Егор Сетриванов тата ятарлă çар операцийĕн участникĕ, милици майорĕ, рота командирĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă Çарĕсен аслă лейтенанчĕ Николай Гордеев вĕсемпе тĕл пулчĕç.

Николай Петрович СВОри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл тăшман çав тери хăрушă та чее пулнине, НАТО тăратакан çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа çапăçнине, апла пулин те Раççей салтакĕсем фронтра паттăррăн çапăçнине палăртрĕ.

_ Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать! _ çирĕппĕн каларĕ командир.

ОВД ветеранĕсем, Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ Наиль Тепитов хушнипе, кунти ĕçченсене кĕçĕн лейтенант пакунĕсем пачĕç. Çак чыса тивĕçнисем _ анализ, планировани, контроль инспекторĕ Любовь Макарова тата дежурнăй чаçри оперативлă дежурнăй Данил Севрюгин.

Ветерансем çамрăк ăрăва хăйсен ĕçне малалла тивĕçлипе тăсмашкăн пил панипе пĕрлех ырлăх-сывлăх, пысăк ăнăçу сунчĕç.

Егор Сетриванов, Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕ.

Редакцирен. Йĕрке хуралçисене тата Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсене округ çыннисен ятĕнчен пĕтĕм чун-чĕререн професси уявĕпе саламлатпăр. Çăмăл мар ĕçе халăха юрăхлă туса пыма хурçă пек сывлăхпа иксĕлми вăй-хăват, çирĕп чун хавалĕ сунатпăр.

Сирĕн шанчăклă хỹтлĕхĕрте тăнишĕн савăнатпăр, Сирĕнпе мăнаçланатпăр!



08 ноября 2024
15:36
Поделиться