Пĕрлĕхе çирĕплетрĕç

Пĕрлĕхе çирĕплетрĕç

Тыл фронтшăн пысăк тĕрек пулнине çак кунсенче Патирекпе Палтиел çыннисем тепĕр хут ĕнентерчĕç.

Тăван килне питĕ кĕске вăхăта килнĕ салтакран фронта парса ямашкăн 4-5 (!) сехет хушшинче кирлĕ япаласем хатĕрлерĕ ял-йыш, 75 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пухса тавар туянчĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем кукăль пĕçерчĕç, маринадланă-консервланă пахча çимĕçе кăларчĕç. Ял хастарĕсем _ Патăрьелĕнчен гигиена хатĕрĕсем (супăнь, шăл пастипе щетка, шампунь, хырăнмалли станокпа крем, нỹрĕ салфетка), ăшă кĕпе-йĕм, нуски, Патирекри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Вера Токмакова Шăмăршăри аптекăран эмел туянса илсе килчĕç.

Туслă ял-йыш, пĕрле пухăнса, гуманитари пулăшăвне ентеше пачĕ. Миршĕн кĕрешекене телейлĕ çул сунса ăсатрĕ.

З.Воробьева.



08 ноября 2024
15:40
Поделиться