Виçĕ фермер - ярмăркка...

ШĂМĂРШĂРА ял хуçалăх ярмăркки пуласси çинчен хаçатра икĕ хут та пĕлтерỹ пичетлерĕмĕр, фермерсемпе килти хушма хуçалăх тытакансене суту-илĕве хастар хутшăнма чĕнсе каларăмăр. Уруков тата К.Маркс урамĕсенче ял хуçалăх продукцине сутнăшăн вырăн укçи те илмеççĕ.
Уруков урамĕ. Ирпе 7 сехетрех кунта Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев фермер тулли автомашинипе çитсе тăнă. Юнашарах - Çĕнĕ Тăрăнти Алексей Ивановпа Пуянкассинчи Надежда Угарина фермерсем. Вĕсем тырă, комбикорм, çĕр улми сутаççĕ. Хакне те пысăк темелле мар: Надежда Угарина пĕр сетка çĕр улмине 500 тенкĕпех парса ярать.
Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО автомашини те нумай кĕтсе тăмарĕ: çурхи тулăпа урпана пĕр çын пĕтĕмпех туянчĕ.
Шăмăршăри Юрий Лепешкин фермер та комбикормне хăвăрт сутса пĕтерчĕ.
Çапла 8 сехет тĕлнелле _ çынсем ярмăрккăна пуçтарăнса çитичченех _ фермерсен автомашинисем пушанчĕç. Округ центрĕнче пурăнакан хăш-пĕр çынсем _ чăх-чĕп тата хур-кăвакал усракансем _ тырă туянаймасăрах юлчĕç.
37 фермертан пиллĕкĕшĕ-улттăшĕ çеç ярмăрккăна хутшăнни _ питех те япăх. Сутмалли пурин те çителĕклĕ, халăхшăн тăрăшма вара ỹркенетпĕр. Ярмăрккăшăн яваплă çынсем кăçалхи çитменлĕхсене шута илессе, çитес çул кĕркуннехи суту-илĕве халăх ыйтăвне шута илсе, çанталăк сивĕтиччен йĕркелессе шанас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ.