Юрлакан фермер

Юрлакан фермер

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче 37 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.

Кивĕ Чукалти Петр Ильдяков _ 2016-çулта патшалăх грантне çĕнсе илнĕренпех _ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Петр Алексеевичпа тĕл пулсан, эпĕ унран хăй çинчен тата фермер хуçалăхĕ пирки ыйтса пĕлтĕм.

«Мана салтака якутсем ăсатрĕç»

_ Шкул пĕтерсен, нумай шутласа тăмарăм _ тете патне Саха-Якут Республикине тухса кайрăм, _ хăйĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ Петр Ильдяков. _ Саха-Якут Республики _ çĕр-шыври чи сивĕ регион. Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Индирен те пысăкрах, анчах та çын сахал пурăнать. Пулăпа пуян çырмасем, вĕçĕ-хĕррисĕр тундра тата сĕм вăрман ман чуна тыткăна илнĕччĕ. Кунта ĕмĕрхи шăн айĕнчен алмаз, сурьма, уран, ылтăн, тăхлан, ртуть, тимĕр руди кăлараççĕ, нефтьпа çут çанталăк газĕ тата çĕр кăмрăкĕ те нумай.

Ĕçе вырнаçсан нумай та вăхăт иртмерĕ _ мана салтака кайма повестка пачĕç. Якут каччисемпе пĕрле çар тумне тăхăнтăм. Унтан икĕ çул хушши Монгол Халăх Республикинче салтак службине ирттертĕм.

«Чукал тăрăх Ĕнче Якутирен те , Монголирен те лайăхрах »

_ Тăван яла аслă сержант званийĕпе таврăнтăм, _ сăмахне малалла тăсрĕ Петр Ильдяков. _ Якутсем патне ĕçлеме каяс шухăш та пурччĕ, анчах атте-анне çĕрĕ çинчех тымар ярас терĕм.

40 гектар çĕр арендăна илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм. Проект хатĕрлесе грант çĕнсе илтĕм.

Хамăн çĕр çинче эпĕ выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтеретĕп. Фермер хуçалăхĕнче 15 пуç вăкăр, 3 пуç сăвăнакан ĕне, 15 пуç сысна, 40 пуç сурăх тытатăп. Маларах ĕнесен йышне 12 пуçа та çитернĕччĕ, анчах сĕт хакĕ пысăк пулманнипе сутса ятăм.

Нумаях пулмасть Елчĕк округĕнчен 10 пуç ăратлă сысна ами туянтăм. Сысна çăвăр- латтарни _ тупăшлă.

Маншăн хамăрăн Чукал тăрăхĕ Якутирен те, Монголирен те илемлĕреххĕн туйăнать.Çынсем те лайăхрах.

_ Петр Алексеевич, çакăн чухлĕ выльăха пăхма ăçтан вăй çитеретĕр?

_ Çулла электрокĕтỹç вырнаçтаратăп. Сăмах май, эпĕ ăна районта пуринчен те маларах туяннăччĕ, ытти ялсем ман пата курма килетчĕç.

Фермер хуçалăхĕнче вите те, карта та пур. Кăçал 100 тонна ытла паха утă хатĕрлерĕм. Тырă фуражĕ те çителĕклĕ. Хамах арман авăртатăп, сыснасем валли апат пĕçеретĕп, шыв ăшăтатăп тата ытти те. Пур ĕçре те мана Наташа мăшăрăм пысăк пулăшу парать.

_ Эсир сцена çинче юрланине темиçе хутчен те савăнсах итленĕ эпĕ. Шăмăршăри Акатуйра та, ытти уявсенче те халăха хăвăрăн пултарулăхăра кăтартатăр. «Юрлакан фермер», _ çапла калаççĕ Сирĕн пирки ялта шỹтлесе.

_ Мĕн ачаран юрлама юратнă та, «çав чир» халĕ те иртмест (кулать). Салтакра та юрă-ташăпа туслăччĕ. Ялта «Чукал каччисем» ушкăн йĕркелерĕмĕр. Пĕр уяв та эпир хутшăнмасăр иртмест. Юрăпа пурăнма та илемлĕрех вĕт-ха, йывăрлăхсем те кăмăла çапса хуçаймаççĕ.

Хамăрăн ял çыннисене эпĕ питĕ хисеплетĕп. Ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ. Патшалăх пулăшасса кĕтсе лармастпăр, ниме йĕркелесе çăл куçсене тасататпăр, кĕпер тăватпăр, йывăç лартатпăр, масар çинче тирпейлетпĕр тата ытти те.

Ялта кичемленме вăхăт çук. Çынсене те кичем пурăнма памастпăр _ юрă-ташăпа савăнтарсах тăратпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



22 ноября 2024
11:56
Поделиться