Фронтри йывăрлăха ăнланса
Ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешĕмĕрсене пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн гражданĕсем.
Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕ йĕркеленипе хастар хĕрарăмсем эрнере тăватă хутчен центрти Культура керменĕн фойинче маскировка сетки çыхаççĕ. Вĕсене тăван киле отпуска таврăннă çамрăксем кирлĕ çĕре çитереççĕ. Паянхи куна 184 хỹтлĕх карри çыхса хатĕрленĕ. Çавăн пекех маскировка сетки хатĕрлессине ытти хăш-пĕр ялта та çĕнĕрен пуçăннă. Халĕ «Турист» позывной ыйтнипе тепловизор прицелĕ туянмашкăн укçа-тенкĕ пухатпăр.
Салтаксем валли ăшă япала пухасси те сарăлчĕ. Акă Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕн ĕçченĕсем ăшă япаласем пухса посылка хатĕрлерĕç. Пĕр тăвансем _ Анастасия Младшева тата Ираида Глухова _ термо-нуски туянса пачĕç. Вĕсен пархатарлăхĕ _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
Вăрçа пула инкек тỹсекенсене (Курск облаçĕ) пулăшасси те _ тимлĕхре. Кам мĕн пама пултарать _ çавăнпа пулăшма тăрăшать. Вунă кунра пĕр хутчен паракан çемье паекĕ çак апат-çимĕçрен тăрать: кĕрпе (хура тул, рис, макарон), сахăр, çăнăх, ỹсен-тăран çăвĕ (1л), консервсем (тимĕр хупăлли), тушенка (тимĕр хупăлли), шăл пасти, туалет хучĕ, япала çумалли порошок (картон пачкăлли), пылак çимĕç, чей, шампунь (душ гелĕ), эмел (температура чакармалли, юн пусăмне йĕркелемелли, лăплантармалли, шăнса чирленинчен сиплемелли). Аслă ăрури çынсем ытларах пулнине шута илсен, çак япаласем питĕ кирлĕ: 50-размертан пуçланакан хĕрарăм халачĕ (çĕрмамăкран, çĕнни), хĕрарăмсен (арçынсен) аялти йĕмĕ, футболка (çĕрмамăкран, çĕнни), ал шăлли (алă шăлма, мунчаран тухсан шăлăнма), вырăн таврашĕ (çĕнни), ăшă чăлха (хĕрарăмсен, арçынсен), ăшă гольфы, лосины тата колготки), электрочейник, çемьепе усă курмалли кастрюль (4л тата ытларах кĕрекенни), çатма, пỹлĕмре тăхăнмалли ăшă тапочки, ачасем валли канцеляри таварĕ (48 листаллă клеткăллă хулăн тетрадь, ручка, кăранташ, фломастер, сăрă т.ыт.те), аталантару тетти, сĕтел çи вăййи, утиял (минтер), матраслă раскладушка. Çавăн пекех консервланă пахча çимĕç те ытлашши пулмĕ. Лидия Прохорова, сăмахран, хĕл валли хатĕрленĕ пахча çимĕç консервĕсене пĕрре мар тăратрĕ.
Фронта, çавăн пекех Курск тăрăхне ăсатмашкăн пулăшу япалисем хатĕрлесси-туянасси самантлăха та чарăнмалла мар. Эпир ăшă та хăтлă пỹртсенче чухне пирĕн хỹтĕлевçĕсем çĕр пỹртре пурăнаççĕ, пурнăçпа вилĕм хушшине тăрса, вышкайсăр пысăк хăрушлăхра пире хỹтĕлеççĕ. Апла тăк, эпир _ вĕсен умĕнче парăмра. Кам _ çи-пуçпа е апат-çимĕçпе, кам _ укçа-тенкĕпе пулăшма хатĕр _ кирек епле пулăшу та вырăнлă пулĕ.
Гуманитари пулăшăвĕн япалисене çак адреспа йышăнатпăр: Шăмăршă ялĕ, районти Культура керменĕ. Телефонсем: 8-927-860-92-93, 8-905-028-05-08.
Н.Константинова, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.