Олег НИКОЛАЕВ: «Эсир - журналистсем - хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе пурне те спорта юратма вĕрентетĕр»

Олег НИКОЛАЕВ: «Эсир - журналистсем - хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе пурне те спорта юратма вĕрентетĕр»

ЫТЛАРИКУН _ ноябрĕн 26-мĕшĕ _ Чăваш журналистикин историйĕнче паллă вырăн йышăнĕ. Çак кун Шупашкарти «Волга» стадионра республикăри массăллă иннформаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хушшинче ГТО нормативĕсене ĕçе кĕртес тĕллевпе Пĕрремĕш фестиваль иртрĕ. Унта республика тата округри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан 100 ытла çын хутшăнчĕ, вĕсем 24 команда йĕркелесе вăй виçрĕç. Фестивале йĕркелесе ирттерекенсем _ Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви, Физкультурăпа спорт министерстви тата «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ.

Сывă пурнăç йĕркине юратакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов, Физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Тĕнче тата Европа чемпионки, 25-мĕш Олимп вăййисен участници Алина Иванова хĕрỹллĕн саламларĕç, ГТО пирĕн пурнăçа пуянлатнине тата илемлетнине палăртрĕç.

«Эсир _ журналистсем _ хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе пурне те спорта юратма вĕрентетĕр, _ терĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ. _ Паянхи фестиваль пирĕн республикăна Раççей рейтингĕнче тепĕр утăм çỹлелле хăпарма тата Атăл çи федераци округĕнче яланхи пекех малта пулма пулăшасса çирĕп шанатăп».

Фестивале «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн ĕçчен те пултаруллă коллективĕ те хастар хутшăнчĕ. Командăна хавхалантарса тăма фестивале Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин килни те пулăшрĕ пулас: пирĕн спортсменсем перекладина çинче туртăнассипе, вырăнтан сикессипе, гимнастика тенкелĕ çинче упражнени тăвассипе, пневматика винтовкипе перессипе ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

Аса илтеретпĕр: ГТО комплексĕ «Демографи.Спорт» Наци проектне кĕрекен «Спорт _ пурнăç норми» федераци проекчĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Унăн тĕллевĕ _ 2030-çулччен çĕр-шыври граждансен 70 процентĕнчен кая мар физкультурăпа спорта юратма явăçтарасси.

Н.ИЛЬИНА.



29 ноября 2024
09:07
Поделиться