Сăпайлăрах пулар-ха, тăванăмăрсем...

Сăпайлăрах пулар-ха, тăванăмăрсем...

СИСМЕРĔМĔР ТЕ, декабрь уйăхне кĕтĕмĕр. Часах акă Çĕнĕ çул уявĕ те çитĕ. Ас тăватăп-ха, ача чух Çĕнĕ çул умĕнхи кашни куна шутласа пыраттăмăр, Хĕл Мучипе Юр пикене хăвăртрах курас, вĕсен пылак парнине тутанас килетчĕ. Паян вара мăнуксем уява тỹсеймесĕр кĕтнине асăрхатăп. Лавкка чăрăшне вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ вĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ теттепе илемлетнĕ.

Эпир ача пулнă вăхăтра чăрăша лавккара сутасси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман: вăрмантан касса килнипе çеç уява капăрлăх кỹнĕ. Теттисене те хамăр ăсталанă. Шкулти ĕç урокĕ Хĕл Мучи мастерскойне çаврăнатчĕ: хут касаттăмăр, çилĕмпе çыпăçтараттăмăр, сăрă кăранташĕпе илемлететтĕмĕр...

Халĕ - урăхла самана, ачасем те урăхла. 15-20 пин тенкĕ тỹлесе искусственнăй чăрăш туянакан та пур. Пĕринчен тепри чаплăраххине те хаклăраххине илме ĕмĕтленет. Теттисем мĕн хак тата! Шăмăршăра пурăнакан пĕр юлташ каланăтăрăх, иртнĕ çул 10 пинлĕх тетте туяннă. Елкăна çутатакан хатĕрсем те йỹнĕ мар. Çапла вара, капăрлатнă лавкка чăрăшĕ çемье бюджетне 40-50 пин таранах «хыçма» пултарать. «Ачасемпе мăнуксемшĕн ним те шел мар», _ тетпĕр те, ытлашши иртĕхтерместпĕр-ши вĕсене?

Çĕнĕ çул уявне кашни учрежденипе организацирех, кашни клубрах паллă тăваççĕ. Çакна хирĕçлесе ним те каласшăн мар эпĕ, Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех пуçланнă уяв пирĕн пурнăçра çирĕп йăлана кĕчĕ. Пур çĕрте те юрă-кĕвĕ янăрать, фейерверксемпе петардăсем шап! та шап! туса тỹпене çутатаççĕ. Чимĕр-ха, кирлех-ши таврана кисретсе салют пама? Акă Тутарстанри Çĕпрел районĕнче Çĕнĕ çул каçĕ салют яма чаракан хушу кăларнă. Çакна ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсем ыйтнипе йышăннă.

Çĕнĕ çул уявне çемьепе пĕрле, сăпайлăн кăна ирттересшĕн кỹршĕсем. Пиротехникăпа усă куракансене вара пысăк штраф кĕтет.

Тен, пирĕн те, кỹршĕсен тĕслĕхĕпе, халăхран ыйтса пĕлмелле: Çĕнĕ çул каçĕ салют яни вырăнлă-ши? Уяв умĕн шавлă корпоративсем ирттерни паянхи кăткăс лару-тăрура килĕшỹллĕ-и?

Пĕр иккĕленмесĕрех çапла шутлатăп: çынсен пысăк пайĕ Çĕнĕ çула шăв-шавсăр, тавралăха кисретмесĕр паллă тума килĕшетех. Ача-пăча уявĕсене ирттерни те çителĕклĕ пек туйăнать.

Манăн сĕнỹ пирки муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕ мĕн калĕ-ши? Çĕнĕ çул уявĕнче тăкаклама палăртнă укçа-тенкĕпе СВОра çапăçакансене пулăшма усă курсан, питех те лайăх пулĕччĕ. Сăмахран, окоп çурти тума - парафин, маскировка сетки çыхма пусма материал çав тери кирлĕ. Уяв спонсорĕсем, ыр кăмăллăх кăтартса, Тăван çĕр-шывшăн çапăçакан воинсене пулăшасса çирĕп шанатăп.

Салют яманнипе, фейерверкпа петарда çунтарманнипе уяв илемĕ пĕтмест, паян вăхăчĕ çавăн пек пулнине пирĕн асра тытмалла.

Салюта вара каярахпа яратпăрах - СВОра чаплă Çĕнтерỹ тунă хыççăн савăнма сăлтавĕ те пысăк пулать. Паян пурсăмăрăн та çак Çĕнтерĕве çывăхартас тĕллевпе пурăнмалла, вăй çитнĕ таран фронта пулăшмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.



06 декабря 2024
09:12
Поделиться