Чи лайăх старостăсем

Чи лайăх старостăсем

«Чăваш Республикинчи чи лайăх ял старости» конкурсăн муниципалитет округĕнчи тапхăрĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Хăйсен номинацийĕсенче Васан ялĕн старостипе, кунти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ историпе краеведени музейĕн заведующийĕпе Ираида Ефимовăпа Улмаллă ялĕн старости Виктор Матвеев мала тухнине палăртнă.

Савăнăçлă хыпар: «Чăваш Республикинчи чи лайăх ял старости» конкурсăн регионти тапхăрĕнче Улмаллă ялĕн старости Виктор Матвеев _ 100 çын таран пурăнакан ялсем хушшинче _ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Васан ялĕн старости Ираида Ефимова вара 100 çын ытла пурăнакан ялсем хушшинче чи лайăх пилĕк староста йышне кĕме тивĕçнĕ.

Çĕнтерỹçĕсене Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Совечĕн Дипломĕпе тата укçан преми парса хавхалантарĕç.

Е.ЖОЛОБОВА.



13 декабря 2024
09:21
Поделиться