Фазан, павлин, страус тата нубийск качаки

«ХĔРАРĂМ _ ял управĕ» проекпа килĕшỹллĕн, çак кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕнче 9-классенче вĕренекенсемпе ăшă кăмăллă тĕл пулу иртнĕ. Шкула округри хĕрарăм предпринимательсем хăнана килнĕ.

Лариса Юманова _ суту-илỹпе ĕçленисĕр пуçне _ нумай ачаллă амăшĕ те. Спортпа, музыкăпа тата юрă-ташăпа интересленет, ялти культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Шăмăршăри Юмановсем çемье музейĕ йĕркеленипе те таврара паллă.

Марина Васильева тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетет, пысăках мар турист ферми йĕркелеме ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхра тĕрлĕрен ăратлă чăх, кăвакал, фазан, павлин тата Африка страусĕ усраççĕ.

Марина _ 4 ача амăшĕ, килти ĕç нумай пулин те, округри общество пурнăçĕнчен юлмасть.

Раиса Иванова нубийск (нубийские) качакине ĕрчетет, сыр хатĕрлесе çынсене савăнтарать. Ивановсен çемйи ял хуçалăх уявĕсене, ярмăрккăсене тата агрослетсене хутшăнса Дипломпа Хисеп грамоти çĕнсе илет.

Раиса кăçалхи февральтенпе хăй ĕçне йĕркелекен (самозанятая) шутланать, «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.

Ачасемпе ирттернĕ тĕл пулура хĕрарăм предпринимательсем хăйсен ĕçĕ çинчен пурне те интереслентермелле каласа панă, хуть те мĕнле ĕçрен те хăрамалла маррине, çине тăрсан йывăрлăха çĕнтерме май пуррине витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.



13 декабря 2024
09:39
Поделиться