Тăрăшакан çын нихăçан та аптăрамасть

«ĔÇ çук», - теççĕ хăшĕсем. «Çемьене мĕнле тăрантармалла-ши?» _ пăшăрханаççĕ теприсем. Хăйсем вара мĕнле те пулин ĕçе пуçăнма тăрăшсах каймаççĕ, çамрăк вăй-хала унта-кунта сулланса çỹресех сая яраççĕ.
_ Тăрăшакан çын валли яланах укçа çăл куçĕ пур, _ тет халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Шăмăршăри уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Кузьмин. _ Çамрăксене эпĕ хăйсен бизнесне йĕркелеме сĕннĕ пулăттăм.
Сергей Владимирович пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Шăмăршăра пурăнакан, вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă çамрăк арçын çак кунсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе хăйĕн бизнесне йĕркелесе янă. Патшалăх ăна 109, 9 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çак укçа парикмахер ăсталăхне алла илсе хăйĕн бизнесне пуçарма май панă.
_ Хăйĕн ĕçĕнче старт илмешкĕн бизнес-плана ятарлă эксперт комиссийĕ ырлани кирлĕ, _ ăнлантарса парать Сергей Кузьмин. _ Предприниматель пулма хатĕрленекен çын çак укçапа пỹлĕме арендăна илме, ăна юсаса илемлетме, оборудовани туянма пултарать.
Пирĕн центр пулăшнипе, Шăмăршăри ĕçсĕр тăрса юлнă çын «МАН» парикмахер студийĕ уçрĕ. Унăн ĕçĕ, ман шутпа, халăха питĕ кирлĕ. Илемлĕхе пурте юрататпăр вĕт-ха!
_ Эпĕ 17 çултах аттерен çỹç касма хăнăхрăм, _ каласа парать «вĕр-çĕнĕ» специалист _ Александр Михайлов. _ Ун чухнех парикмахер пулас килетчĕ. Çỹç касма пĕлни мана пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ: аслă шкулта вĕреннĕ чухне те, салтакра та, çартан таврăнсан та вун-вун çынна илем кỹнĕ. Ĕçе вырнаçтаракан центр пулăшнипе, Шупашкарти «Аспект» УМЦра парикмахера вĕренсе тухрăм, çамрăк чухнехи çутă ĕмĕтĕм тинех пурнăçа кĕчĕ теме пултаратăп.
Карьерăпа кадр консультанчĕсем мана предпринимательлĕх пĕлĕвĕн никĕсĕсене алла илме, бизнес-план хатĕрлеме пулăшрĕç. 3-мĕш разрядлă парикмахер профессине илсен, харпăр хăй ĕçне йĕркелекен (самозанятый) пулса тăтăм. Центр урлă илнĕ финанс пулăшăвĕпе кирлĕ оборудованипе инвентарь туянтăм.
Халĕ манăн _ хамăн парикмахерски, юратнă ĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри клиентсене илемлĕ те илĕртỹллĕ пулма пулăшнине туятăп та, чун-чĕре савăнăçпа тулать. Çынсем мана ăшă кăмăлпа тав туни телей мар-и-ха?
Çакна та каласа хăвармалла: граждансене харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме «Республикăри бизнес-инкубатор» акционер обществи те пысăк пулăшу парать. Предприниматель ĕçне пуçăнакансем кунта тỹлевсĕрех семинарсемпе тренингсене çỹреççĕ,налук тỹлевĕн никĕсне алла илме, бизнеса ертсе пыма хăнăхаççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ