Хĕл Мучи саламĕсем

2024-çулта тыр-пул тата хĕвел çаврăнăшĕ çитĕнтерсе округра чăн мала тухнă «Победа» ООО ĕçченĕсене:

Ял ĕçченĕн вĕри тарĕ

(Шăрăхра та чăт-ха, чăт!),

Виçпỹрт çĕрĕн пархатарĕ -

Гектартан - шăп ик çĕр пăт!

Тав тума сăмах та çитмĕ,

Кашниех - чăн паттăр пек.

Ахальтен сире савман пуль

Пирĕн Шур сухал - Илпек!

Шăмăршăри Александр Петрович Егоров фермера:

«Ан мухтăр-ха», - тесе эс ан тăр -

Ĕçỹ ăнать сан, Александр!

Хирте те фермăра - малта,

Ыр ятлă эс паян ялта.

Мерван Минетуллович Фахрутдинова - Ф.С.Рахматуллов фермер хуçалăхĕн трактористне:

«Тава тивĕçлĕ» ята,

Чыслă эс тытан. Тата

Мĕн калас-ши ыр сунса?

Сывлăх пултăр - çав паха!

Любовь Геннадиевна Поляковăна - Б.Н.Поляков фермер хуçалăхĕн дояркине:

Сĕт шăрши сарăлать витене -

Тав тăватăп чунтан ĕçчене.

Яланах тулса тăтăр витре,

Пирĕн Люба - маттур та хитре!

Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсене Василий Пантелеймонович Бондареевпа Александр Михайлович Ичанкина:

Шывра ишсе мала тухатăр,

Кĕрешỹре те - чи малти.

Шăмăршăра çеç мар -

Ыр ятăр

Çĕклентĕр Мускава çити!

Шăмăршă тĕп больницинчи офтальмолог врача Анна Алексеевна Любимовăна:

Çынсене эс куракан тăватăн

Çут тĕнчен кунĕпе савăнма.

Телейне те эс ĕçрех тупатăн -

Йышăнсам чи пысăк салама!

(Хĕл Мучипе пĕрле Ив.САЛАНДАЕВ журналист саламланă).



27 декабря 2024
09:26
Поделиться