«Ĕмĕтсен елки» акци

«Ĕмĕтсен елки» акци

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче «Ĕмĕтсен елки» («Елка желаний») акци ача-пăчана пысăк савăнăç парнелерĕ. Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен çак акцие округри ертỹçĕсемпе депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç. Елка çинчен ачасен Çĕнĕ çулхи пысăк ĕмĕчĕ пирки çырнă шарсене татса илнĕ май, вĕсем асамçă ролĕнче пулса пĕчĕккисене савăнтарма васкарĕç.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



27 декабря 2024
09:23
Поделиться