2025-çулта çĕнĕ объектсем çĕкленĕç

2025-ÇУЛТА Чăваш Республикинче инфраструктурăна малалла аталантармалли тата çĕнĕ строительство объекчĕсем çĕклемелли пысăк тĕллеве пурнăçлама палăртнă. Кун пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

Уйрăммăн илсен, 4 муниципалитет округĕнче (Улатăр, Вăрмар, Йĕпреç тата Патăрьел тăрăхĕнче) çĕнĕ Культура çурчĕ хута каймалла. 6 муниципалитет округĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕпе пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ уçăлмалла. Канаш округĕнчи Шăхасанта _ поликлиника, Муркаш округĕнче _ ача сачĕ, Шупашкар округĕнче икĕ ФАП ĕçлеме пуçлĕç. Шупашкарти «Труд» стадионра футбол манежĕ уçăлни те спорт инфраструктурине пуянлатĕ.

Çавăн пекех Патăрьелпе Çĕрпỹре тасатакан сооруженисене тĕпрен реконструкцилеççĕ, Улатăрпа Çĕмĕрлере блокпа модуль котельнăйĕсем çĕкленеççĕ, Кỹкеçре канализаци коллекторĕ хута каймалла.

Шупашкарта, Улатăр округĕнчи Чуварлейре тата Вăрнарта çĕнĕ шкул тума пуçăнĕç. Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче Атăл хĕрринчи причал инфраструктурине çĕнетсе илемлетме палăртнă.



10 января 2025
10:21
Поделиться