Амăшĕн капиталĕн регионти сумми ỹснĕ
2025-Çулта Чăваш Республикинче амăшĕн (çемье) капиталĕн виçи 150 пин тенкĕрен 200 пин тенкĕ таран ỹсет. Çак суммăна 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕччен финанс пулăшăвне илмен çемьене параççĕ.
Малтанхи ачашăн амăшĕн капиталне _ 677 пин тенкĕ таран, иккĕмĕш ачашăн _ 894 пин тенкĕ таран, виççĕмĕш е ытларах ачашăн 894 пин тенкĕ тỹлĕç. Ултă е ытларах ачаллă çемьесемшĕн 6 процентлă çăмăллăхлă ставка упранса юлать. Виççĕмĕш ача çуралсан çемьен активлă ипотекăна тỹлесе татма 450 пин тенкĕ илме право пур.