Асăрханăр: урнă тилĕсем!
КỸРШĔЛЛĔ Патăрьел муниципалитет округĕнчи Вăтаел ялĕнче кăнтăр кунĕнчех пĕр хĕрарăма тилĕ тапăннă. Тискер кайăк, ун çине сиксе ларса, янахĕнчен, хулĕнчен çыртнă. Хĕрарăм пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Кỹршĕ арçынни пуртă йăтса тухса тилле мăйĕнчен сĕрнĕ.
Тилĕ виллине Шупашкарти лаборатори тĕрĕсленĕ хыççăн тискер кайăк урнă пулнине палăртнă.
Декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа Патăрьел округĕнче карантин туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май Шăмăршă муниципалитет округĕнчи ялсенче те урнă тилĕпе тĕл пуласран сыхă тăмалла, çак чĕр чуна курсан çийĕнчех ял территори уйрăмне тата ветеринари участокне пĕлтермелле.