Хĕллехи ăшă хыпар
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Правительстви Шăмăршă район больницин блокпа модультен тăвакан газ котельнăйĕн строительствине вĕçлеме тата 37,2 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă.
Аса илтеретпĕр: çак котельнăя 2023-çулта тума пуçланă. Малтан унпа больница çуртне çеç ăшăтма палăртнă пулнă, каярахпа Шăмăршă вăтам шкулĕпе ача садне те çыхăнтарнă.