Хваттер уççи - телей палли

Хваттер уççи - телей палли

ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ умĕн Шăмăршăра пурăнакан Анастасия Сухаревăшăн, чăннипех те, телейлĕ самант пулчĕ: тăлăх хĕр ачана савăнăçлă лару-тăрура хваттер уйăрнине пĕлтерекен сертификат пачĕç.

Анастасия пурăнмалли çурт-йĕр пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ; çак ĕмĕт, тăлăхсене пулăшмалли программăпа килĕшỹллĕн, тинех пурнăçа кĕчĕ. Телейлĕ хĕр ачана Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов чун-чĕререн саламларĕç.

33,6 тăваткал метр йышăнакан хăтлă хваттер Анастасийăна питĕ килĕшет, хăйне пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕшĕн республика тата округ ертỹçисене чĕререн тав тăвать.

Е.ЖОЛОБОВА.



10 января 2025
10:23
Поделиться