Конкурса пĕтĕмлетнĕ

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕ «Елка тĕлĕнтермĕшĕсем-2025» конкурс ирттерни çинчен эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Конкурса 500 ытла ĕç ярса панă, унта хутшăннисем хăйсен аллипе ăсталанă Çĕнĕ çул елкисене тăратнă.

Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, эксперт комиссийĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен Денис Степанова, Шăмăршăри «Ромашка» ача садне çỹрекен Екатерина Силюковăпа Максим Никифорова, Карапай Шăмăршăри «Василек» ача садне çỹрекен Кирилл Яковлевпа Арсений Захарова, Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Азалия Валиулловăна, Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулĕнчи Ольга Мульдияровăпа Инна Поликарповăна, Шăмăршăри «Ромашка» ача садне çỹрекен Елизавета Красновăпа Полина Мироновăна, Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнчи Агата Кузьминăна, София Камкинана тата Роза Мульдияровăна, Анат Чаткас тĕп шкулĕнчи Данил Воробьева, Фаяз Шаяхметова, Дарина Воробьевăна, Мария Угасинăна тата Елисей Ефимова, Шăмăршăра пурăнакан Галина Тихоновăна I-степень Дипломпа чысланă.



10 января 2025
10:32
Поделиться