Мускавра _ экскурсире

ТĂВАН ÇĔР_ШЫВĂН тĕп хулине _ Мускава _ кайса курма кашни ачах ĕмĕтленет ĕнтĕ. Çак кунсенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи вĕренỹре тата общество ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартакан ачасем _ «Пирвайхисем» юхăм активисчĕсем _ Г.Н.Тимофеевăпа И.М.Еремеева наставниксем ертсе пынипе Мускаври «Раççей» Наци центрне çитсе курчĕç. Экскурси вăхăтĕнче вĕсем çĕр-шыв çитĕнĕвне кăтартакан экспонатсемпе, музейсемпе паллашрĕç.



10 января 2025
10:28
Поделиться