Çĕнĕ çулхи савăнăç
Чăвашпотребсоюз тата «Шăмăршăри коопторг» ООО, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партин вырăнти уйрăмĕ Çĕнĕ çул умĕн «Ачасене _ шоколад» акци ирттерчĕç. Унпа килĕшỹллĕн, Шăмăршăри коопторг системин магазинĕсенче туяннă пылак çимĕçе Ача çурчĕсемпе шкул-интернат воспитанникĕсем валли ăсатрĕç.
Акци çамрăк ăрăва Çĕнĕ çул асамлăхне туйма май пачĕ, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ. М.Родионова, «Шăмăршăри коопторг» ООО ертỹçи.