Наталия ИЛЬИНА: «Кашни вулакан маншăн - çывăх тăван пекех»

Наталия ИЛЬИНА: «Кашни вулакан маншăн - çывăх тăван пекех»

РАÇÇЕЙ тата Чăваш пичечĕсен кунĕ умĕн журналист сĕтелĕ çывăхне «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат тĕп редакторне Наталия Ильинăна чĕнтĕмĕр.

_ Наталия Николаевна, 2025-çула мĕнлерех шухăш-ĕмĕтпе кĕтĕр тата хаçатăн малашнехи кун-çулĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Чăн малтанах эпĕ хамăрăн вулакансене иртсе кайнă уявсемпе, çавăн пекех хамăрăн професси уявĕпе _ Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕпе _ чĕререн саламласшăн. Эсир вĕт, пирĕн вулаканăмăрсем _ маншăн çывăх тăван пекех! Тĕп редакторта ĕçлеме пуçланăранпа нумай-нумай çынпа паллашрăм, Шăмăршă тăрăхĕнчи кашни ялтах, кашни урамрах пулса халăх мĕнле пурăннине куçпа курса ĕнентĕм. Темĕнле кăткăс лару-тăрура та редакци вулакансемпе тытакан çыхăнăва татмарĕ, пачах урăхла _ пирĕн туслăх çирĕпленсех пычĕ.

2025-çула пирĕн коллектив ырă ĕмĕтпе кĕчĕ. Çулталăк кĕнекине _ округ кун-çулне _ тĕплĕн çырса пырса вулакансем патне çитерме эпир пысăк хавхаланупа пуçăнтăмăр.

50 номер _ пĕтĕмпе вара 400 страница _ хатĕрлесе çут тĕнчене кăлармалла. Кашни çулталăк подшивки _ хулăн кĕнеке пекех. Хаçатăн кашни страницинчех _ республикăпа хамăр округăн вĕресе тăракан пурнăçĕ, мухтавлă çынсен кун-çулĕ, çитĕнỹсемпе хальлĕхе татса паман ыйтусем.

Хаçатăн малашнехи тĕллевĕ пирки калас пулсан, эпир республикăри ытти массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕрлех çĕр-шыври Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕнине анлăн çутатса тăрăпăр.

Чăваш Республикинче «пысăк медиахолдинг» туса хума палăртнă май, кăçал редакци пурнăçĕнче хăш-пĕр улшăну пуласса та кĕтсе тăратпăр. Хальлĕхе кун пирки шарламăпăр-ха, анчах пичет ĕçĕнчи çĕнĕлĕх вулакансен йышне чакармĕ, район хаçачĕн тиражĕ упранса юлĕ тесе шанатăп. Хаçат интернет-уçлăха тухсан та çухалса каймĕ, мĕншĕн тесен эпир сайта интереслĕ илсе пыма, телеграм-каналта вулакансене илĕртекен материалсем хатĕрлесе вырнаçтарма хăнăхса çитрĕмĕр темелле.

Район хаçатĕнче пысăк опытлă журналистсем ĕçлени, дизайнпа интернет уçлăхĕнче пултаруллă сотрудниксем тăрăшни «Шăмăршă хыпарĕ» малашне те вулакансен чи юратнă пичет кăларăмĕ пулса юлĕ тесе шанма май парать.

Редакцин 2025-çулхи портфелĕ пуян: кун-çул кĕнекине çырса пынипе пĕрлех, истори материалĕсем те тăтăшах çутă курĕç, пирĕн журналистсем ялтан яла çỹресе интереслĕ çынсемпе тĕл пулĕç. Кĕскен каласан, хаçат çамрăксемшĕн те, аслă ăру çыннисемшĕн те чи кĕтнĕ издани пулма пăрахмĕ.

Аслă Çĕнтерỹ 80-çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ май, эпир Шăмăршă тăрăхĕн халăхĕ вăрçăра тата тылра чăн-чăн паттăрлăх кăтартнине çырса кăтартăпăр. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçакан ентешсем çинчен çырнă материалсем те пирĕн хаçатра хисеплĕ вырăн йышăнĕç.

Редакци коллективĕн йышĕ пысăк мар _ эпир пиллĕкĕн çеç. Çавăнпа та обществăлла корреспондентсен пулăшăвне пысăка хурса хаклатпăр. 2025-çулта округ администрацийĕпе тытакан çыхăну çирĕпленсе пырасса та шанса тăратпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



10 января 2025
09:26
Поделиться