Пăр çинче - хоккеистсем

ХОККЕЙ вăййи Шăмăршă тăрăхĕнче чи юратакан спортран пĕри шутланать. Акă иртнĕ кунсенче Васан ялĕнчи хоккей коробки харăсах виçĕ командăна йышăнчĕ. Кĕрешỹ питĕ хĕрỹ иртрĕ, «Васан» команда чи маттурри пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ «Шăмăршă» тата «Чукал» команда хоккеисчĕсем.

Спартак Хафизов тапăнса вылякана, Сергей Сарандаев хỹтĕлевçе, Евгений Куропаткин вратаре «Чи лайăх хоккеист» тесе йышăнчĕç. Пуринчен нумайрах шайба çапса кĕртекенни вара Степан Парфенов пулчĕ.



10 января 2025
09:36
Поделиться