Республика Пуçлăхĕ сехет парнеленĕ

2024-ÇУЛ вĕçĕнче Шупашкарта Чăваш Республикинчи террора хирĕç ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ, унта чи хастар сотрудниксене ятран асăннă.

Чăваш Республикин Пулăхĕ Олег Николаев терроризма хирĕç профилактика ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн Шăмăршă муниципалитет округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн, ятарлă программăсен, граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхне Ольга Ичанкинăна Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх сехетпе чысланă.



10 января 2025
10:27
Поделиться