Шăмăршăри ЦКС _ республика фестивалĕн лауреачĕ

ÇАК кунсенче Канаш муниципалитет округĕнче республикăри халăх пултарулăхĕн «Фестивальсен фестивалĕ» конкурсĕн лауреачĕсене чысланă.

«Фестивальсен фестивалĕ» республикăра 2018-çултанпа иртет, халăхран тухнă талантсене тупса палăртас тĕлĕшпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти шутланать.

2024-çулхи фестиваль сцени çине республика конкурсĕсенче çĕнтернисем тухнă. Малтисен йышĕнче _ Шăмăршăри централизациленĕ клуб тытăмĕ (ертỹçи _ Татьяна Юрьевна Давыдова). Пирĕн ЦКС лауреатăн III-степень Дипломне илме тивĕçнĕ.

В.КУЗЬМИНА.



10 января 2025
10:35
Поделиться