Çут çанталăкпа çемье çăл куç пек илемлĕ пулччăр

ИРТСЕ кайнă çул пирĕн пурнăçра нумай-нумай ырă ĕçпе те паллă пулса юлчĕ. Вĕсен шутне Раççейре _ Çемье, Чăваш Енре Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕсене ирттернине те кĕртмелле. Хамăрăн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те вун-вун мероприяти ирттернĕ, çамрăк ăрăва çемьен ырă йăли-йĕркине тата тăван çут çанталăка упрама воспитани парассишĕн тăрăшнă.

2024-çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Шăмăршă Культура керменĕнче Çемье тата Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕсене савăнăçлă лару- тăрура хупни зал тулли халăх асĕнче нумайлăха юлĕ.

Чаплă мероприятие уçнă май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов çемьене тата çут çанталăка упрасси кашни çыннăн таса тивĕçĕ пулнине палăртрĕ, пурне те çакна асра тытма сĕнчĕ: «Юхан шыв шăнкăртатса юхакан пĕчĕк çăл куçран пуçланать. Çак çăл куçра _ пирĕн пурнăç илемĕ, хăват илме пулăшакан вăй. Çемьере те, çут çанталăкра та кĕмĕл шывлă çăл куç сасси шăнкăртатса тăтăр, юратупа килĕшỹлĕх яланах тĕп вырăнта пулччăр!»

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Çемье тата Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕсем Шăмăршă тăрăхĕнче мĕнле иртнипе паллаштарчĕ, ырă ĕçсене палăртнипе пĕрлех татса памалли тĕллевсене те асăнса хăварчĕ. Сăмахран, округ территорийĕнче 2025-çулта йăлари каяшсене уйрăмшарăн сортласси çине куçмалла, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине асăнса парксемпе аллейăсене çĕнетмелле, пĕвесемпе кỹлĕсене, çырмасемпе çăл куçсене тасатса, йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртсе халăх валли кану вырăнĕсем тумалла тата ытти те.

Округра ача сахал çурални, халăх йышĕ çулсерен чакса пыни хытă пăшăрхантарать, васкавлă мерăсем йышăнма ыйтать.

Сергей Авенирович округра çемье ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен кил-йышне чăн малтан пулăшасси кашни ертỹçĕшĕн тĕп вырăнта тăмалла.

Савăнăçлă мероприятире çемье пуянлăхне упрас тата тăван çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшас тĕлĕшпе уйрăмах лайăх ĕçленĕ çынсене Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç. Вĕсен йышĕнче _ Палтиелĕнчи Керимулла Халиулловичпа Фатыма Ялалетдиновна Еремеевсем. Çак туслă çемье йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ. Юбилярсене Шăмăршă муниципалитет округ администрацийĕ Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Уява округри культура ĕçченĕсем çав тери тăрăшса хатĕрленни те курма килнисен чунĕнче чи ырă туйăм хăварчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем пурне те ырлăх-сывлăх, телей тата юрату сунчĕç.

Фойере çемьесемпе ача-пăча пултарулăхĕпе паллаштаракан ал ĕç ăсталăхĕн тата сăн ỹкерчĕк выставкисем ĕçлени мероприятие тата та пуянлатрĕ. Ив.САЛАНДАЕВ.



10 января 2025
10:26
Поделиться