Александр ЕГОРОВ: «Фермерăн: «Ир тăракан çерçи выçă лармасть», _ тенине асра тытмалла»

Александр ЕГОРОВ: «Фермерăн: «Ир тăракан çерçи выçă лармасть», _ тенине асра тытмалла»

ЯНВАРЬ, темшĕн, пĕрре те хĕллехи уйăх пек туйăнмарĕ-ха. Çанталăк тăруках ăшăтса ячĕ те, пур-çук юр та ирĕлме пуçларĕ. Хирсем те _ март уйăхĕнчи пек _ хуралма тытăнчĕç.

_ Хĕл хăйĕнне илĕ-ха: юрĕ те, шартлама сивви те пулĕç, _ тет Шăмăршăри Александр Егоров фермер. _ Çанталăк ăшă тăни выльăхсемшĕн лайăх: апат сахалрах тăкакланать. Çав вăхăтрах çĕр ĕçченне шухăшлаттарать те: çуркунне _ хирти калча шăтса тухсан _ сивĕтсе ярса юр çуса лартмĕ-и?

Александр Петровичпа фермер хуçалăхĕнчи ĕç-пуç çинчен сăмахлатпăр. Сисмесĕрех, калаçу çитес çур аки çине куçрĕ.

_ Техника çителĕклĕ, кăкарса ĕçлемелли машинăсене кĕркуннех юсаса лартрăмăр, _ пĕлтерчĕ фермер. _ Иртнĕ çул 11 миллион та 900 пин тенкĕ тỹлесе çĕнĕ «Кировец _ 530» трактор туянтăм. Çывăх вăхăтрах ун валли «КПП-10» культиватор илсе килетĕп. Хакĕ, чăнах та, пĕчĕк мар: 2 миллион та 235 пин тенкĕ тăрать.

Александр Егоров хуçалăхĕнче халĕ _ пысăк хăватлă виçĕ «Кировец» трактор. Вĕсенчен иккĕшĕ _ вĕр çĕнĕ. МТЗ тракторсем _ пиллĕк, тăваттăшĕнчен завод сăрри те кайман-ха.

Çак «хурçă утсемпе» кĕркунне пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварнă. Çапла вара, çуркунне ĕç калăпăшĕ чакать.

Хальлĕхе 20 тонна минерал удобренийĕ пур, тата 80 тонна туянма килĕшỹ тунă. Укçине те куçарнă.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енĕпе те пăшăрханмалли çук: çывăх вăхăтра 10 тонна туянма укçа-тенкĕ хатĕрленĕ.

_ Фермерăн: «Ир тăракан çерçи выçă лармасть», _ тенине асра тытмалла, _ çапла шутлать Александр Егоров. _ Минерал удобренийĕ те, солярка та хĕллех туянмалла, çур аки çитеспе вĕсен хакĕ чылай ỹсме пултарать.

Техника пирки те çавнах каламалла: кивви _ çĕнни мар, хăлтăр-халтăр япала нумай усă параймĕ, яланах çĕмĕрĕлсе тарăхтарĕ. Çавăнпа та çĕнĕ йышшине _ энергие перекетлекеннине тата пысăк хăватлине _ туянма тăрăшмалла.

Фермер хуçалăхĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ. Куккуруспа хĕвел çаврăнăш вăрлăхĕ туянасси пирки килĕшỹ пур. Пĕлтĕрхи пекех, урпа, çурхи тулă, сĕлĕ, пăрçа, вика пысăк лаптăк йышăнĕ.

_ Кăçал фацели тата ясмăк (чечевица) акса çитĕнтересшĕн-ха, _ хăйĕн ĕмĕтне уçса пачĕ фермер. _ Иккĕшĕ те _ тупăшлă культура. Фацели _ тăпра пулăхне ỹстернисĕр пуçне _ вĕлле хурчĕсемшĕн те лайăх. Фацели пылĕ _ çăка пылĕ евĕрлех, ăна тухтăрсем çав тери мухтаççĕ. Вăл çын организмне çирĕплетет, иммунитета ỹстерет тата шăнса пăсăлсан хăвăрт сиплет. Фацели пылĕ чĕре чирĕсенчен сывалма, вар-хырăма сиплеме, нерв системине тата сывлав органĕсене çирĕплетме пулăшать.

Александр Петрович ясмăк пирки те интереслĕ каласа пачĕ. Ĕлĕк ăна пирĕн тăрăхра нумай лаптăк çинче çитĕнтернĕ, халĕ вара манăçа тухнă. Ясмăк _ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян культура. Пăрçа йышши культурăсем хушшинче вăл _ тимĕр, В1 витамин тата аминокислотасен хисепĕпе _ рекордсмен. Ясмăк пăтти анемирен тата юнри ытти чирсенчен усăллă. Çак апата ревматизмран, гипертонирен, холециститран, пиелонефритран, гепатитран, сахăр диабетĕнчен сипленнĕ чух тăтăш çимелле.

_ Ытти пăтта пĕçерме пăрахса, пурте ясмăк пăтти çиме пуçлăпăр! _ терĕм шỹтлесе.

Алексанр Егоров та йăл! кулса илчĕ:

_ Халĕ им-çам хакĕ питĕ пысăк, çав вăхăтрах ура айĕнчи сывлăхшăн питех те усăллă ỹсен-тăрана асăрхамастпăр. Сăмахран, округри кашни фермерах ясмăк çитĕнтерме тытăнсан, халăхшăн та лайăх пулĕччĕ, çак культура экономикăна тĕреклетме те пулăшĕччĕ.

Шухăшласа пăхма: пăрçан пĕр килограмĕ _ 50-55 тенкĕ тăрать пулсан, ясмăка 85-90 тенкĕпе хапăл тусах туянаççĕ. Тасатса тир- пейленĕ ясмăкăн пĕр килограмĕшĕн 150 тенкĕ таранах тỹлеççĕ.

Технологие çирĕп пăхăнса ĕçлесен, кашни гектартан 26 центнер е ытларах та ясмăк туса илме пулать. Пĕрчĕллĕ культурăсемпе танлаштарсан, тăкак икĕ хут ытла пĕчĕкрех.

Çак культурăн тепĕр лайăх енĕ _ ясмăк калчи 4 градус таран сивве те çăмăллăнах чăтса ирттерни.

Александр Петрович _ питĕ сăпайлă, лăпкă çын. Хăйне ытлашши палăртма тăрăшман çын. Анчах шалтан вăл çирĕп: шухăш тытнă, тĕллев лартнă _ ăна пурнăçа кĕртмеллех. «Тăрăшсан _ пулать», _ тет вăл.

Çĕнĕ культурăсемпе, малашлăхлă паха сортсемпе ĕçлекен фермера ăнăçу çеç сунас килет. Вăй патăр, Петрович!

Ив.САЛАНДАЕВ.



17 января 2025
10:57
Поделиться