Эх, çулсем, çулсем, çулсемĕр... Çулсăр пурнăç çук _ пĕлсемĕр!
ÇУЛ ыйтăвĕ яланах чи çивĕччи пулнă. Ас тăватпăр-ха: районти кашни яла çити асфальт сарма тытăнсан, халăх çав тери савăннăччĕ, «хулари пек илемлĕ пурăнма тытăнăпăр» тесе ĕмĕтленеттĕмĕр.
Çын лайăххине питĕ хăвăрт хăнăхать, хальхи çамрăксем хăçан-тăр асаттесемпе аттесем çул-йĕрсĕр нушаланнине пĕлмеççĕ те. Ан пĕлччĕрех! Пурнăç улшăнса пынă май, халăха ырлăх-пурлăх та ытларах кирлĕ. Халĕ шăтăк-путăклă çулпа çỹрес те килмест, тỹрех пуçлăхсене ятлама пуçлатпăр.
Юлашки вăхăтра çула пуçару бюджечĕн укçипе юсама пуçларăмăр. Иртнĕ çул пурнăçа кĕртнĕ 33 проектран 17-ĕшĕ çул-йĕр юсассипе çыхăннăччĕ. 2025-çулта пуçару бюджечĕпе 31 проекта пурнăçламалла пулсан, 11 проекчĕ _ çул юсамалли пысăк ĕç.
Шăмăршă муниципалитет округĕн чиккинче пурте усă куракан автомобиль çулĕ 291,4 километра тăсăлать. Çав шутра 16 километрĕ _ федераци пĕлтерĕшлĕ «Çĕрпỹ- Ульяновск» А-151 çул, 23,1 километрĕ _ республика пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-Аниш» çул, 252,3 километрĕ _ вырăнти пĕлтерĕшли.
_ Кашни участокăн хăйĕн хуçи пур, _ тет муниципалитет округ администрацийĕн строительство, ЖКХ, тирпей-илем тата территори аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Максим Кудряшов. _ Акă республика пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă- Суйкăн-Алтышево-Аниш» çулăн хуçи _ Чăваш Республикин Транспорт министерствин «Чăвашупрдор» КУ. Подрядлă организаци _ «Воддорстрой» ООО. Шăмăршă тăрăхĕсĕр пуçне, подрядчик Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шупашкар, Елчĕк тата Тăвай муниципалитет округĕсенче те ĕçлет. «Воддорстрой» ООО 614,16 километр çула (çутатса тăраканнине шута илмесĕр) пăхса тăрать. Çак организаци 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2027-çулхи июнĕн 30-мĕшĕчченхи тапхăр валли патшалăхпа 823 627 191,00 тенкĕлĕх контракт тунă.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул пирки каласан, вăл пирĕн252,3 километр тăрăшшĕ шутланать. Çак çул хуçи _ Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ. 2025-çул валли 21 974 400,00 тенкĕ уйăрнă пулсан, 20 875 700,00 тенки _ республика паракан субсиди, 1 098 700,00 тенки вырăнти бюджет укçи.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула пăхса тăма 2025-çулта муниципалитетăн 12 контрактне тунă. Çав шутра икĕ контракчĕ _ ялпа ял хушшинчи, вунă контракчĕ ял урамĕсенчи çула пăхса тăрассипе çыхăннă.
Максим Александрович çулшăн яваплă çынсене ятран асăнчĕ: «Шăмăршă_Анат Чаткас_Хĕрлĕ Васан», «Шăмăршă_Çĕнĕ Шăмăршă_Васан», «Çĕрпỹ_Ульяновск» трасса_Виçпỹрт Шăмăршă_Пуянкасси», «Анат Чаткас_Тури Чаткас», «Палтиел_Патирек_Яманчỹрел карьерĕ», «Анат Чаткас_Максим Горький», Анат Чаткас_Хĕрлĕ Васан» çулсене пăхса тăма К.Гришняков уйрăм предпринимательпе килĕшỹ тунă. Вăл кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен 7 473 088,00 тенкĕлĕх ĕç тума тивĕçлĕ.
«Ирçе Тĕкки_Баскак_Муллиная», «Пăчăрлă Пашьел_ Улмаллă», Пăчăрлă Пашьел_Вырăс Чукал» çулшăн тата Шамккай ялне пăрăнса кĕнĕ çĕрте В.Ярмушов уйрăм предприниматель яваплă. Çак предпринимательпе çулталăк валли 5 808 938,00 тенкĕлĕх килĕшỹ туса çирĕплетнĕ.
Контрактра çула хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма, хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапма, çулла çул аяккинчи курăка çулма, шăтăк-путăк асфальта тикĕслеме (ямочный ремонт) пăхса хăварнă.
Ял урамĕсенчи çула тасатса тăма та муниципалитет контракчĕ йĕркеленĕ: Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинче _ М.Васильев, Васанпа Ярăславра тата Кивĕ Шăмăршăра _ М.Кузьмина, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта _ О.Хлюкин, Пуянкассинче, Виçпỹрт Шăмăршăра тата Кахăрлă Шăхалĕнче _ В.Макаров, Кивĕ Чукалпа Шамккайра _ И.Кувайский, Палтиелпе Патирекре тата Хайпăлара _ Ф.Рахматуллов, Анат Чаткаспа Тури Чаткасра _ М.Кузьмина, Шăмăршăра, Çĕнĕ Шăмăршăра, Энтĕрьелĕнче тата Ирçе Тĕккинче _ М.Васильев, Канаш паççулккинче А.Чербунов предпринимательсем яваплă пулса тăраççĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче хĕллехи вăхăтра çула тасатма «КамАЗ» автомашинăсем çинчи икĕ КДМ, икĕ автогрейдер, тăватă экскаватор-погрузчик, виçĕ бульдозер, икĕ Т-150 трактор, тăхăр МТЗ трактор хутшăнмалла.
Кун чухлĕ техника, пурте тухăçлă ĕçлесен, округ территорине юр «тыткăнĕнчен» вăхăтра хăтарма çителĕклĕ. Паллах, юра ячĕшĕн çеç уçса тухнипе çырлахмалла мар: Хĕл Мучие улталасан та, халăха улталаймăн. Çынсем вырăнти влаçран çулталăкĕпех шанчăклă çулпа тивĕçтерессе кĕтеççĕ.
Муниципалитетпа контракт килĕшĕвĕ тунисем 870 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ (10 процент хлоридпа пĕрле) хатĕрлеме палăртнă. Январь уйăхĕнче çул тăруках катока çаврăннине пула, 300 тонна ытла хутăша тăкакланă ĕнтĕ. Мĕн юлни хĕл каçма çитĕ-ши? Хăйăр хутăшĕ яланах кирлĕ, «Саппас _ хыçран тапмасть», _ тесе ваттисем пĕлмесĕр каламан. Ив.САЛАНДАЕВ.