Фронтовиксене - ăшă салам
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти представителĕсемпе пĕрле Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Сергей Авенирович Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Иванович Гармонщиков (100 çулта) тата Карапай Шăмăршăри Степан Федорович Лукьянов (98 çулта) фронтовиксене Çĕнĕ çулхи уявсемпе чĕререн саламланă. Ватăсене çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннă тата парнепе чысланă.