Геннадий Елисеева асăнса - шашка турнирĕ

«ЫРĂ ÇЫН каять _ ячĕ юлать», _ теççĕ халăхра. Шăмăршă тăрăхĕнчи аслă ăру çыннисем хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхне халалланă, хастар ĕçшĕн «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята тивĕçнĕ Геннадий Пантелеймонович Елисеева хисеплесе аса илеççĕ. Геннадий Пантелеймонович, Карапай Шăмăршăри Киров ячĕллĕ колхозра зоотехникра ĕçлесе чапа тухнипе пĕрлех, шашка вăййинче темиçе хутчен район чемпионĕ те пулнă.

Хăйсен паллă ентешне хисеплесе, çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ шашкăлла выляса мала тухассишĕн ăмăрту ирттерчĕ. Унта Шăмăршăпа Патăрьел округĕсенчи тата Тутарстанри Пăва районĕнчи 50 ытла шашист хутшăнчĕ.

Çивĕч тупăшура Патăрьел округĕнчи Владислав Григорьев çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Николай Федоровпа Владислав Антонов.

Чи çамрăккисен ăмăртăвĕнче Татьяна Сидоровăпа Кирилл Иванов мала тухрĕç.

Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕ турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Елисеевсен çемйине, ытти спонсорсене чун-чĕререн тав тăвать.



17 января 2025
10:44
Поделиться